Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан чăвашӗсем шупашкарсене çӗнӗ чăваш календарӗпе паллаштарчӗç

Нумай пулмасть Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн тата Тутарстанри ЧНКАн хастарӗсем хутшăнса пӗрле 2022 çулхи чăвашла календарь кăларчӗç. Сантăр Пикл ӳкернӗ чăвашсен авалтан пыракан йăлисемпе усă курнăран çак календарь хăйне евӗр кӗнеке евӗр пулса пичетленсе тухнă.

Цивилизаци хунаса яма пултаракан кирек хăш аслă халăхăн та хăйӗн календарӗ пулнă. Авалхи маййя халăхне илсен те, грексемепе китайсене те. Ку шута пирӗн несӗлсем те кӗреççӗ.

Уйăхсемпе эрнери кунсен хамăр шутласа кăларнă ячӗсем ахальтен сыхланса юлман пирӗн халăхра. Çав шутра вӗсем те паянхи кун пире йăласене упрама, улшăнса пыракан тӗнчере чăваш пулса пурăнма пулăшаççӗ. Йăласем чӗлхене упраттараççӗ, чӗлхе – нацине.

Сӗм авалтан тăсăлать çулталăкри пулăмсене палă тăвас йăла, малалла та тăсăлтăр.  Ку вăл пирӗн пуянлăх. Нимпе виçейми эткерлӗх.

1994 çулта Пăва районӗнчи Рункăра пурăнакан ӳнерçӗ Александр Алексеев (Сантăр Пикл) чăвашсен йăлисем, ӗç вăхăчӗ, уявӗсем çулталăк тăршшӗпе халăх пурнăçне кӗрсе вырнаçса тӗпленнине 12 ӳкерчӗкре сăнласа пăхнă. Ӗç – ака, авăн е çурла вăхăчӗ, ерçӳ – пушă вăхăт, ваттисене асăнмалли – юпапа чӳк. «Эткер. Ман несӗлсен тӗнчи» ят панă автор çак ӳкерчӗксен серине. Ӳкернӗ те маннă. Хăй вăхăтӗнче пичетлесе кăларма май пулманнипе инçетри çӳлеке вырнаçтарнă. 2021 çул вӗçленнӗ çӗре çеç юлташӗсемпе пӗрле Сантăр Пикл шухăшланă шухăшне пурнăçа кӗртет.

  • Эпӗ ӗнтӗ çирӗм çул ӳкерчӗксем тумастăп. Шав йывăçпа, бетонпа ӗçлетӗп. Ку ӳкерчӗксене çӗнӗ пурнăç парасси – манăн ӗмӗтчӗ. Çӗнӗ çул умӗн ӗмӗтсем пурнăçланасси йăлара,  – тет Александр Иванович хăйӗн ӗçӗ çинчен, – манăн пурнăçланчӗ. 

Хăйне евӗр искусство произведенийӗ. Сантăр Пиклăн ытти ӗçӗсем пекех. Чăвашсен çулталăкри йăлисенче хăш-пӗр пӗлтерӗшлӗ пулăм çинчен çырса ăнлантарнисем те пур. Тӗслӗхрен, Уяв е çемье çавăрни.

Шупашкарти Чăваш Республикин Наци библиотекинче раштав уйăхӗн 14-мӗшӗнче асăннă календаре пахаларăмăр.

Библиотекăри наци литературипе библиографи пайӗн сектор ертӳçи Ольга Тимофеева йӗркеленӗ презентацине чăваш художникӗсем, çыравçисем, драматургӗсем,  поэчӗсем, юрăçӗсем, таврапӗлӳçисем, Наци конгресӗн хастарӗсем тата журналисчӗсем хутшăнчӗç.

Хусансем вӗсене чăвашла календарьпе çеç мар, нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Шурăмпуç» литература кăларăмӗпе те кăмăлтан паллаштарчӗç.

Рункăран пӗр ӳнерçӗ çеç тухман. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Николай Енилин та рункăсем. Шăпах çак художника Сантăр Пикл хăйӗн вӗрентекенӗ тесе шутлать.

«Ак çак календарьте унăн пайӗ. Никӗсне вăл хурса хăварнă. Эсир пулман пулсан, эпӗ художник та, скульптор та пулас çукччӗ», – терӗ вăл аслă вӗрентекенне пуç тайса сăмах панă май.

Николай Енилин, Чăваш халăх художникӗ:

«Эпӗ хӗпӗртетӗп Тутарстан чăвашӗсем хăйсене кăтартас тесе тӗлӗнмелле календрать кăлараççӗ. Кăна мухтамалла. Тата эпӗ савăнатăп, пирӗн ял ачи Саша, çак ӗçе пуçарса янăшăн. Эпир те юласшăн мар. Кунта, Шупашкарта пурăнсан та, ак кунпек, вăхăта парăнман ӗç – «Тутарстанри чăвашсем» альбом-кӗнеке кăлартăмăр, кунта манăн ӗçсем те пур. Çавна ентешсене парнелетӗп».

Татьяна Вашуркина, «Хыпар» хаçатăн тӗп редакторӗ:

«Пирӗн Тутарстан Республикинчи юлташсем калама çук пысăк ӗç пурнăçланă. Мӗншӗн тесессӗ вӗсем пӗр çыхха пуçтарăнса – журналистсем, автономи ӗçтешӗсем, художниксем – пӗр ӗç тума пултарнă. Эпӗ календаре пăхса тухнă май, çакна çирӗплетме пултаратăп».

Светлана Асамат, чăваш халăх поэчӗ:

«Çак япала пирӗн халăхăн ӳнер тӗнчи питӗ пуян пулнине çирӗплетет. Тем тесен те кун пек календарьсем тухни пире савăнтарать. Çакăн пек тӗлпулусем те питӗ кирлӗ. Шупашкар чăвашӗсемпе Тутарстан чăвашӗсем пӗр-пӗринчен вӗренетпӗр чăваш ӗçне çавăн пек çирӗп те тӗплӗн туса пыма. Эсир пире çакăн пек хитре календарь парнелерӗр. Эпир ăна уйăхсерен уçнăçемӗн сирӗн çинчен ырăпа асăнса пурăнăпăр, эсир чăваш халăхне çавăн пек тӗлӗнмелле хитре календарь парнеленӗшӗн тав туса».

Юрий Матросов, Чăваш халăх художникӗ:

«Пурте музей тăвасшăн, анчах та экспонатсем çук-ха», тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пек çӗрте музей нихăçан та пуян пулмасть. Ку ӗçсем пулман пулсассăн, календарь те пулман пулатчӗ. Кирек мӗнле ӗçе тытăнсан та, ăна калăпламалли япаласем пур пулсан. Александр Иванович темиçе çул каялла ӳкернӗ ӗçсем паянхи кун галлерейăри куравра мар, çак календарьте кун çути курчӗç. Çакă художникшăн сăвап».

Ирина Удалова, «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейӗн директорӗ:

«Ку календарь – художникӗн картинисемпе паллаштармалли тепӗр меслет. Кунта эпир Сантăр Пиклăн живописьри пултарулăхне куратпăр пулсан, Шупашкар районӗнче ăна ытларах йывăç касса скульптурăсем тăвакан пек пӗлеççӗ тата хаклаççӗ. Вăл хуть те мӗнле ӗçе те – тарăн шухăшлă идеисене тупса, кашни эрешӗ мӗне пӗлтернине тӗпчесе ăнланмалла кăтартса парать».  

Владислав Николаев, çыравçă, «Республика» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ:

«Шупашкарти чăвашсене тӗслӗх кăтартса кăштах тăн кӗртнӗшӗн сирншӗн питӗ хытă савăнатăп. Эсир маттурсем!»

Арсений Тарасов, драматург, «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторӗ:  

«Ăна вӗт календарьти ӳкерчӗке мӗнле йӗркеленине те пӗлмелле. Çав детальсене пурне те тӗплӗн шухăшласа туни мана тӗлӗнтерет. Калăпăр, тӗнче вырăнне мӗнле ăнлантарни. Вăл ункă юпа палăкӗ пек те курăнать, Пăлхарти хура палата, мавзолей мӗлки пек те, тӳпе пек те.

Регина Кубайкина, Чăваш наци ТВ журналисчӗ:

«Эпӗ рункăсем. Календарь авторӗн вӗренекенӗ. Александр Ивановичăн почеркне эпӗ урăх нихăш ӳнерçӗ ӗçӗпе те арпаштарса яраймастăп. Тавтапуç Сире, Александр Иванович, пире çак асамлă чăваш тӗнчине пире вăхăтӗнче пуçӗпех путарнăшăн.

Анатолий Хмыт, çыравçă-баталист:

«Асăрхаса пăхсассăн, пӗрремӗш страницăра тăваткăл тăрать. Чăваш тӗнчин философийӗ вăл анлă, унта шăпах унăн пуçламăш ăнлавӗсене символласа ӳкернӗ. Çапах та чăваш тавракурăмӗнче тӗнче тăваткăл пулнă. Тӗнче тытăмне курса савăнмалли сăлтав пулчӗ маншăн паян: вăл ама тата аçа. Вӗсен ӳкерчӗкӗ çак хитре календаре уçса вулама сӗнет те.

Тимӗр Тяпкин, Чăваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ:

«Пирӗн улăпсем – Станьял, Юхма, Кипеч, Праски, Хӗветӗр пичче Мадуров. Анчах та вӗсен çулӗсем пысăк.  Вӗсем кайсан, вӗсем вырăнне кам килет. Пур-ха, пур пирӗн çынсем. Сантăр Пикл пирӗн легенда, улăп. Паллах, вăл историне календарь кăларнипе кӗрсе юлмасть. Кунта Шупашкар варринче авалхи тӗнпе пурăнакан чăвашсен чи пысăк юпи пур. Николай Угаслов пулăшнипе ăна Сантăр Пикл хăпартрӗ. Çавăншăн эпӗ сан умăнта пуç таятăп».

Люссия Плотникова, студентка, этноблогер:

«Эпӗ кунта пулнишӗн питӗ савăнатăп. Ку календарь чăнах та питӗ илемлӗ, пӗлтерӗшлӗ. Кашни каланă сăмахпа эпӗ килӗшетӗп. «Питӗ лайăх ӗç» тесе хушса калас килет.

Марина Карягина, тележурналист, поэт:

«Çӗр асамлăхӗ пур тени çавă ӗнтӗ вăл. Сантăр Пиклра вăл пур. Унăн килӗнче пӗр тӗнче упранать, чăваш тӗнчи. Ӗç лаççи, çурчӗ, килӗн кашни кӗтесӗ йăлтах хамăрла, чăвашла. Антăхтарать, пăхлхантарать. Поэма çырса пăрахаттăмччӗ пуль. Урăх çӗнӗ чăваша уçрăм эпӗ Сантăр Пикл хайлавӗсенче. Чăланри тӗкӗр харшакӗнче те вӗтӗ-вӗтӗ чăваш тӗррисене картнă. Тивӗçлӗ ӗçсем туса Пăва чăвашӗсем хăйсене хисеплеттерме пӗлеççӗ.  Ан тив, ку календарь пысăках ӗç ан пултăр, анчах та унăн пӗлтерӗшӗ пысăк. Пӗчӗк кӗнеке вӗт вăл. Пӗрремӗш кăна-ха. Кунта мӗн чухлӗ информаци. Чăвашăн пăхăр, кӗмӗл, ылтăн пурнăçӗ, тӗнчене тытса тăракан хăват, халăх тӗнӗ. Яланах пӗлӳлӗх енне туртăнмалла пирӗн. Ачасем хамăр пек пулччăр тесен, вӗсен чунӗсенче хывса ямалла хамăрлăха. Пуçламăшӗ – питӗ аван. Тӗслӗх килсе кăтартнăшăн таймапуç».

Тутарстан чăвашӗсен ӗçне хак парса калаçакансем тӗлпулура тата та пулчӗç. Вӗсен хушшинче ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Алексей Шадриков, ЧР кинемотографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Олег Цыпленков тата ыттисем.

Çӗнӗ календарь мӗнлерех пулнине пӗр сăмахпа ăнлантарса пама çук. Ăна курмалла. Курăмӗ вара кашнийӗн хăйӗнни пекк, харкам çын хăйӗн пек йышăнать ăна: 12 уйăх, тӗрлӗрен ят, тӗрлӗрен йăла. Вӗсем ашшӗнчен ывăлне, амăшӗнчен хӗрне ӗç витӗр куçнине кăтартасшăн автор. Ӗç, Çемье, Çутçанталăк, Тӗнче – çамрăк чухнехи Сантăр Пиклăн ӳнерӗнчи мотивсем. 2022-мӗш çул тăршшӗпе вӗсем пире хамăрăн тӗпри йăласене манмалла марри çинчен аса илтерсе тăрӗç.

Константин МАЛЫШЕВ, Сергей Журавлев сăнӳкерчӗкӗсем.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев