Сувар

Тутарстан чӑваш пики.

Мӗн кӗтет-ши вара пире юбилейлӑ конкурсра?

10-мӗш «Тутарстан чӑваш пики» апрель уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 15:00 сехетре Хусанта халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче иртет!

Апрелӗн 19-мӗшӗнче районти тапхӑрта ҫӗнтернӗ пикесем Хусана финал валли хатӗрленме килеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак 5 кун хушшинче пикесен ҫывӑрма та вӑхӑчӗсем пулмаҫҫӗ пуль!

Мӗн кӗтет-ши вара пире юбилейлӑ конкурсра?

«Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина Юбилейлă конкурс енӗпе шухăшсем нумай пулни пирки калать. «Конкурса нихçанхинчен чаплăрах тума шухăшлатпăр. Сюрпризсем нумай пулӗç. Хăнасем нумай чӗнес килет. Манăн пысăк ӗмӗт – тӗрлӗ çулсенче çӗнтернӗ «Чăваш пикисене» пурне те пуçтарасси. Мӗнлерех пурăнаççӗ вӗсем, шăписем епле, ăçта тата кам пулса ӗçлеççӗ? Çемйисемпе, ачи-пăчипе пӗрле чӗнме шухăш пур. Мӗнлерех пулӗ вăл? Ку сюрприз».

С. Исаева сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: