Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан экономикинче строительство отраслӗ чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри

Çакăн çинчен Рустам Минниханов республикăри строительство отраслӗ 100 çул тултарнине халалланă уява хутшăннă чух каланă

«Çӗр çул хушшинче республикăра пысăк хуласем ӳссе ларчӗç: Çырчалли, Анат Кама, Элмет тата ИТ-хула Иннополис. Эпир пирӗн архитекторсен, строительсен, хăйсен ӗçӗсен маçтăрӗсен çитӗнӗвӗсемпе чăннипе мăнаçланатпăр!» –чӗнсе каланă Рустам Минниханов мероприятине хутшăнакансене. Тутарстан Президенчӗ палăртнă тăрăх, республикăн хăйне евӗр сăн-сăпачӗ туризма аталантарма пулăшать. 
«Архитектура стилӗсем улшăнчӗç, çӗнӗ стройматериалсемпе технологисем ӗçе кӗрсе пычӗç, анчах та строительсен миссийӗ упранса юлчӗ. «Пурнăçа лайăхрах тăвар!» – çак лозунг паянхи кун та Тутарстан аталанăвӗн тӗллевӗпе тӳр килет», – тенӗ ТР Президенчӗ.    
Строительство отраслӗ – республика экономикинче тӗп отрасль шутланать. Хута янă çурт-йӗрӗн лаптăкӗ Тутарстан Республикин историйӗнче пӗрремӗш хут 3 млн тваткал метра çитнӗ. 
2021 çулта пурнăçланă мерпориятисемпе патшалăх программисене 97 млрд тенкӗлӗх пурнăçланă, ку вăл 4,6 пин ытла тăвăннă тата юсаннă объект. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев