Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан ЮНЕСКОпа тачă çыхăнса ӗçлесшӗн

Пӗтӗм тӗнчери культура тата çутçанталăк еткерлӗхне упрасси пирки калакан Конвенцие йышăннăранпа 50 çул çитнине халалланă халăхсем хушшинчи форум ӗнер Хусанта хăйӗн ӗçне пуçланă

]Унта хутшăнакансене РФ культура министрӗ Ольга Любимова, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн çумӗ Мурад Керимов саламланă. 

Раççей Федерацийӗнче ЮНЕСКО ӗçӗсемпе комиссие ертсе пыракан ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров мероприятине йӗркелекенсемпе унта хутшăнакансене саламлă çыру янă. 

«Мӗн авалтан Хӗвеланăçпа Хӗвелтухăçа çыхăнтарса тăракан сыпăк пулса тăракан» Тутарстан Республики ятӗнчен пухăннисене Рустам Минниханов саламланă. Ун сăмахӗсемпе, регион малашне те ЮНЕСКОн консультативлă органӗсемпе хутшăнусене йӗркелесе пырасшăн. Республика пуçлăхӗ пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтри политика йывăрлăхӗсем вӗсем вăхăтлăх. «ЮНЕСКОн тӗпе хунă принципӗсем урлă, хутшăнупа диалог урлă эпир пӗрне пӗри çӗнӗрен илтме тата ăнланма пуçлатпăр. Пирӗн форум пӗрлешӳ задачисене пурнăçлатăр, хутшăнусене çӗнӗ шая çӗклетӗр. Сире ăнăçлă тата тухăçлă ӗçлеме сунатăп, туслăхпа пӗрлӗхӗн çӗнӗ çулӗсене тупмалла пултăр», – тенӗ Рустам Минниханов. 

Форум декабрӗн 9-мӗшӗччен пырать. Вăл çичӗ конференцие пӗрлештерӗ. Форума 56 çӗршыв представителӗ хутшăнать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев