Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ

Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.

Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Эрмитажра упранакан «Царица ваз» вазăн Ревнюха сăртӗнчи яшмăран (чул хитре симӗс хумсен ӳкерчӗкӗнчен тăрать – Т.В.) тунă копийӗ Хусана килчӗ. Иртнӗ эрнере пресс-конференцире кинорежиссер журналистсене кăтартрӗ ăна. Кино ӳкерес ӗç пирки те, фестивальсем çинчен те каласа пачӗ. Тӗлпулура çавăн пекех фильмăн сценарисчӗ Мансур Гилязов тата Г.Камал ячӗллӗ театрăн литература уйрăмӗн ертӳçи Нияз Игламов пулчӗç.

«Исэнмесез?» кинофестивальсенче мала тухас историйӗ 2021 çулта Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман фильмӗсен кинофестивалӗнченех пуçланнă. Кăçал вара умлăн-хыçлăн икӗ фестивальте призсем çӗнсе илнӗ. Июлӗн  8–10-мӗшӗсенче Псковра виççӗмӗш хут иртнӗ «Западные ворота» Халăхсен хушшинчи кинофестивальте тулли метражлă кинофильмсен хушшинче виçӗ картина çӗнтерчӗ: Якутин «Вертолет» (реж. М.Лукачевский), Кăркăсстанăн «Дорога в Эдем» (реж. Б.Мукулапа Д.Жапар уулу) тата Тутарстанăн «Исэнмесез?» (реж. И.Ягафаров) картинисем.

Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров. Икӗ фестивальти çӗнтерӳсемпе ытти сумлă кинофестивальсене те хутшăнма çул уçăлни çинчен каласа пачӗ.

Паллах, кино сюжечӗ çинчен пачах çырмасан пирӗн енчен тӗрӗс пулмӗччӗ. Мӗн çинчен калакан фильмсем жюрие интереслентереççӗ паян? Мӗн çинчен ӳкермелле кинофестивальте приз çӗнсе илес тесен? Е камăн? Наци кинематографийӗнче ӗçлеме пуçласанах Ильдар Ягафаров  «Куктау» фильмпа пӗрремӗш приз çӗнсе илнине аса илер.

 Кинохайлав пӗр çемьен историне илсе кăтартать. Çемьери çынсем пӗр-пӗринчен ютшăнни, авалтан пыракан ырă йăласене манни пирки кунта сăмах. Сиенлӗ йăласем пирки те каламасăр хăвармаççӗ авторсем – эрех-сăрана çывăх куракансем çемьесенче те, халăхра та çук мар. «Кун пек киносене системăна кӗртме хӗн, мӗншӗн тесен куллен калăплакан тутарсен ырă сăнарӗ «пăсăлать», – терӗ Мансур Гилязов кинона вырăнсăр критиклекенсем пирки. Сценарист шучӗпе «çын умӗнче» япăххине пытарса лайăх пек кăтартма чарăнмалла. Чăнлăха пытармалла мар.

Ильдар Ягафаров – ТР Кинематографистсен союзӗн председателӗ. Паллах, калаçу Тутарстан кинематографийӗн кулленхи ӗçӗ, çивӗч ыйтăвӗсем çинчен пулчӗ. Тӗпрен илсен кинематографсем укçа-тенкӗ çителӗксӗрри пирки ӳпкелешрӗç. Кинематографăн системăллă пулмалла, ăна патшалăхăн, республикăн укçа-тенкӗпе тивӗçтермелле тесе шутлать И.Ягафаров. Кӳршӗри Пушкăртстана, Саха (Якути) Республикине тӗслӗхе илсе кăтартрӗ вăл. Кинематографистсен союзӗн  председателӗ çамрăк, пултаруллă режиссерсем  Мускава пăрахса кайӗç тесе шутлать – унта тивӗçлӗ ӗç укçи илме пулать. Халӗ ТР культура министрӗн йышăну пӳлӗмне ытларах кинематографсем çул хываççӗ тесе шутлать Ильдар Рашитович. Мӗншӗн тесен лайăх фильм ӳкерме самай укçа кирлӗ – сценаристне те тӳлемелле, артисчӗсене тӳлемелле, реквизичӗ... Пулăшу кирлех.  Автора хăй тӗллӗн укçа-тенкӗ ыйтăвне татса пама йывăр. 

Асăннă кинофестивальсенче çӗнтерни Ильдар Ягафаров шучӗпе кинокартинăна Раççейри прокатра ăнăçлăн кăтартма шанăç парать. 

Калаçа-калаçа сăмах И.Рахимбай кинорежиссерăн картини патне çитрӗ. «Сувар» çырнăччӗ режиссер укçа çитменнипе кинона ӳкерсе пӗтерме краудфандинг меслечӗпе усă курнă. Фильм йывăррăн пырать пулсан та авторăн унпа çыхăннă ӗмӗчӗсем пысăк: «Сценарине курсанах: «Эпӗ унпа Канны фестивальне çитетӗп», – терӗ çирӗппӗн», – аса илчӗ Мансур Аязович. Çирӗп кăмăллă И.Рахимбай хăйӗн тӗллевне пурнăçлать те пулӗ. Кăçал августăн 21–25-мӗшӗсенче Мускавра Тутарстан культурин кунӗсем иртеççӗ, программăна Ильшат Рахимбайăн «Микулай» фильмне те кӗртнӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино