Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАН КОНСТИТУЦИНЕ ЙЫШĂННĂРАНПА 30 ÇУЛ ÇИТРӖ

Республика ертӳçисен тӗрӗс утăмӗсем кăна пире пуçӗпех ахăрсаманана кӗрсе ӳкме памарӗç

Кăçал Тутарстан Республикин Конституцине йышăннăранпа 30 çул пулать, çак уява ноябрӗн 6-мӗшӗнче палăртатпăр. Çулталăк тăршшӗпе юбилейлă пулăма халалланă конкурссем иртрӗç. Иртнӗ эрне вӗçӗнче, октябрӗн 27-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн Педседателӗ Фарид Мухаметшин республика конкурсӗсен призерӗсемпе çӗнтерӳçисене наградăланă церемоние хутшăнчӗ.

«30 çул каялла йышăннă Конституци нумай нациллӗ халăхăн тӗп хаклăхӗсене çирӗплетсе хăварчӗ, ăна пӗрлештерчӗ. Çулсем тăршшӗпе пире вăл Раççей Федераци йышӗнче аталанма пулăшса пычӗ», – терӗ парламент пуçлăхӗ церемоние уçса. Конкурс йӗркелӳçисемпе хутшăнакансене саламласа Конституципе çыхăннă темăсем çынсене интереслентерни савăнтарнине каларӗ: «Харпăр правасемпе  тивӗçсене пӗлни питӗ кирлӗ, закона пăхăнса пурăнмалла».

Парламент Председателӗ Тутарстан Конституцине 1990-мӗш çулсен  çăмăл мар тапхăрӗнче йышăннине аса илтерчӗ. Совет Союзӗ арканнă вăхăтсем, экономика планлă формăран рынок майне куçса пыни, халăх митингсемпе пикетсем, демонстрацисем ирттерсе пăлханни. Кăна хамăр та лайăх астăватпăр. Республика ертӳçисен тӗрӗс утăмӗсем кăна пире пуçӗпех ахăрсаманана кӗрсе ӳкме памарӗç, нумай нациллӗ, нумай конфесиллӗ халăхăн туслăхӗпе пӗрлӗхне упраса хăварма пулăшрӗç. «Конституци мӗнле кирлӗ çапла пулса тухрӗ. Конституци паян та Раççей Конституцийӗ пекех тутарстансене туллин пулăшса, тӗрев парса пырать, обществăлла пӗрлӗхӗн стратегилле задачисене пурнăçлать, – çапла хакларӗ Тӗп закона Фарид Мухаметшин. – 2020 çулта Раççей Президенчӗ Владимир Путин Конституци реформине пуçарса ячӗ. Вăл Раççейӗн никама пăхăнманлăхӗпе суверенитетне гарантилекен çирӗп те стабильлӗ системăна йӗркелеме кирлӗ пулчӗ. Пӗрремӗш хут çӗршывăн Тӗп законӗнче çамрăксен политикипе  çемьене хӳтӗлесси енӗпе положенисем кӗчӗç. Çак ыйтусене федераллă тата регионри влаçсем пӗрле сӳтсе яврӗç».

Парламент Председателӗ Украинăри лару-тăру пирки те хăй шухăшне палăртса хăварчӗ. «Çӗршывăмăрăн никама пăхăнманлăхӗпе суверенитечӗн пӗлтерӗшӗ пирки каласан çакна палăртса хăварас килет. Юлашки çулсенче информаципе коммуникаци технологийӗсен пулăшăвӗпе тата медиатавралăхри манипуляцисемпе Раççее хирӗç еплерех агрессивлă политика пуçарса янине куратпăр, çапла майпа граждансен ăс-тăнне пăтратма тăрăшаççӗ. Пирӗн патшалăха аталанма чăрмантарас тесе утăмсем тăваççӗ, культура хăйевӗрлӗхне тустарас теççӗ. Тӗп хаклăхсене таптани мӗн патне илсе çитернине паян Украинăри лару-тăрусенчен пит аван куратпăр», – терӗ Фарид Хайруллович.

Палăртса хăвармалла, Тутарстан Конституцине халалласа «30-летие Конституции Рспублики Татарстан – проверь себя» республика конкурсне тата «Конституция Татарстана: история и современность» интеллектуаллă вăйă ирттернӗ. Тӗп закона пӗлнипе çыхăннă онлайн-теста пурӗ 10,5 пин çын хутшăннă. Чи çамрăк хутшăнакан 16-ра, асли 72 çулта пулнă. Активлисен шутӗнче Нурлат, Анат Кама, Арск районӗсем тата Хусан, Çырчалли хулисем. Интеллектуаллă вăйă октябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти федераллă университетра иртнӗ. Финала республикăри 6 аслă шкулăн студенчӗсем хутшăннă.

Патшалăх Канашӗн Председателӗ пурне те конкурссене хутшăннăшăн тав турӗ, çӗнтерӳçӗсемпе призерсене саламларӗ. Çутӗç ӗçӗ малашне те пурнăçланса пымаллине асăрхаттарчӗ. ХФУ юридици факультечӗн деканӗ Лилия Бакулина пӗлтернӗ тăрăх, республикăри шкулсенче те ТР Конституцийӗпе çыхăннă уроксем ирттерсе ачасене Тӗп законпа паллаштарнă, ун пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне ăнлантарнă.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев