Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан митрополичӗ Ялавӑрти кӗлле хутшӑннӑ

Октябрӗн 2-мӗшӗнче Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл  Нурлат районӗнчи Ялавӑр ялӗн храмӗнче литурги ирттернӗ. Унпа пӗрле таврари районсен благочиннӑйӗсем, иеромонахӗсем, протоиерейӗсем службӑна хутшӑннӑ 

Ялавӑрта ытларах чӑвашсем пурӑннипе хаш-пӗр кӗлӗсемпе юрӑсем чӑвашла иртнӗ. 

Кирилл митрополит пӗрле кӗлтунӑшӑн духовенствӑпа чиркӗве пухӑннӑ халӑха тав тунӑ, ҫавӑн пекех храма тума пулӑшакан ТР тава тивӗҫлӗ юристне Александр Огонева ҫуралнӑ кунпа саламланӑ тата кӗлле чӗннӗшӗн тав тунӑ. Ӑна вӑл Александр Невский турӑшне парнеленӗ. Ҫавӑн пекех владыка чиркӳ куполӗсене тума пулӑшнӑ ыркӑмӑллӑхҫӑна Рашид Утешева та ҫуралнӑ кунӗпе саламланӑ. 

Архипастырьпе священниксене  Ялавӑр ял хутлӑхӗн пуҫлахӗ Ольга Охотникова тата Александр Огонев тав сӑмахӗсем каланӑ. Прихожансем Кирилл владыкӑна кӗрхи тухӑҫ ҫимӗҫӗсене парнеленӗ.

 

ТР Митрополи пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев