Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Оборона министерствин тулли мар мобилизаципе çыхăннă задание пурнăçланă

Çакăн çинчен паян Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ

Минниханов аса илтернӗ тăрăх, октябрӗн 28-мӗшӗнче оборона министрӗ Сергей Шойгу РФ Президентне Владимир Путина Раççейре тулли мар мобилизаци вӗçленни çинчен доклад тунă.

«Çарсене 300 пин резервистпа хушма комплектлас задачăна пурнăçланă. Оборона министерстви пирӗн республикăна çитернӗ граждансене мобилизацилес задани те пурнăçланнă, – тесе палăртнă Минниханов. – ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тата унăн çумӗ Рустам Нигматтуллин ертсе пыракан мобилизаци тӗлӗшӗпе республика призыв комиссийӗ, районсемпе хуласен пуçлăхӗсем ертсе пыракан муниципаллă комиссисемпе пӗрле питӗ пысăк ӗç туса ирттерчӗ».

Юлашки эрнере çар ретне тăнă резервистсем хальхи вăхăтра Хусанти аслă танк команда училищин расположенийӗнче вырнаçнă. Рустам Минниханов училище начальникне Кирилл Кулакова салтаксене хатӗрлес, эпикировкăпа тивӗçтерес, çар подразделенийӗсен ӗçне пӗр-пӗрин хушшинче шайлаштарас ӗçе тивӗçлӗ шайра туса ирттерме хушнă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев