Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан «омикрон» штамма кӗтсе илме хатӗр

Республикăри сывлăх сыхлав системи коронавирусăн çӗнӗ омикрон-штаммне кӗтме илме хатӗр. Регионра кирлӗ чухлӗ койкăсен, оборуованин, медикаментсен саппасӗ пур. Çакăн çинчен журналистсене ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.

«Хатӗрлӗх пур. Паянхи куна пирӗн койка вырăнӗсем çителӗклӗ. Сывлăх сыхлав системи çак ӗçе йӗркелес тӗлӗшӗнчен лайăх системăна алла илнӗ: икӗ сехет хушшинче çӗнӗ чирлисене йышăнас тата сиплеме пуçлас тесе кирлӗ мерăсен тулли комплексне хута яма пулать», – тесе пӗлтернӗ вăл.

Пресс-секретарь сăмахӗсемпе, медицина учрежденийӗсене кирлӗ медикаментсемпе тивӗçтерес ыйтăва Тутарстан ертӳçисем тимлесе тăтаççӗ. «Резервсем пурте пур, эмел тивӗçтерӗвӗпе те лару-тăрăва ТР Президенчӗ контрольлесе тăрать. Кирлӗ чухлӗ эмел боьницасенче пулнине сăнаса тăратпăр», – тесе пӗтӗмлетнӗ Лилия Галимова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев