Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан пандемия чарăвӗсене пăрахăçлама хатӗрленет

«Эпир Потребительсен прависене тата этем тăнăçлăхне тимлекен федераллă службăран чарусене пăрахăçлас иккӗмӗш тапхăра куçма ирӗк илтӗмӗр», – тесе каларӗ спикер

Тутарстан Республики Сovid-19 пандемиине пула кӗртнӗ чарусене пăрахăçлас иккӗмӗш тапхăра тухма хатӗрленет. Çакăн çинчен июнӗн 22-мӗшӗнчи брифингра Роспортебнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Любовь Авдонина пӗлтерчӗ.

«Эпир Потребительсен прависене тата этем тăнăçлăхне тимлекен федераллă службăран чарусене пăрахăçлас иккӗмӗш тапхăра куçма ирӗк илтӗмӗр», – тесе каларӗ спикер. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, ТР Министрсен Кабинечӗ  хăш чарусене пăрахăçламалли çинчен йышăну хатӗрлет. Унта çуллахи сывату учрежденийӗсем валли çӗнетнӗ ӗç условийӗсем пулмалла, çавăн пекех кӗмелли уйрăм алăклă 800 тваткал метртан сахалтарах суту-илӳ обьекчӗсене ӗçлеме ирӗк парасси çинчен те каламалла. Постановлени июнӗн 24-мӗшӗ хыççăн тухмалла.

Любовь Авдонинапа пӗрле журналистсен ыйтăвӗсем çине ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков та хуравларӗ.

Июнӗн 22-мӗшӗ тӗлне коронавируспа кӗрешекен вăрçăра чир тата 39 çынпа палăрнă. Пурте контактлисем. 11 çынна госпитальсене вырттарнă, 28-ӗшне çăмăл формăпа килӗсене сипленме янă.  Оперативлă сводка тăрăх çакă паллă: Хусанта 21 çын чирленӗ, Анат Камăра – 4, Çырчаллинче – 3, Çӳльту, Елабуга районӗсенче – икшер çын, Элмет, Арск, Балтаси, Ешӗлвар, Лайăш, Мамадыш, Рыбно-Слободски районӗсенче – пӗрер çын.

Çак куна пурӗ Тутарстанра 4231 Covid-19 ернӗ çынна регистрациленӗ. 3091 çын сывалнă, çав шутра иртнӗ талăк хушшинче 32 çынна больничныйран кăларнă. 1128 çынна сиплеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев