Сувар

Тутарстан правительстви ҫӗнӗ Covid-чарусем кӗртет

Ҫак йышӑнусене тума влаҫсене коронавируспа чирлисен тата ҫак чиртен вилекенсен шучӗ кунсерен ӳссе пыни хистенӗ

Октябрӗн 11-мӗшӗнчен театрсен, кинозалсен, цирксен, концерт залӗсен, спорт аренисен, физкультура залӗсен ӗҫне залсене 50% ҫын тултарсан ҫеҫ йӗркелеме юрать. Унта та куракансен шучӗ 500 ҫынран иртмелле мар. 

Вӗсен ӗҫне куракансен 70 проценчӗпе те ирттерме пулать, анчах та хӑш-пӗр условисене пӑхӑнмалла:

- пӗтӗм ӗҫлекенсем тата мероприятие йӗркелекен ытти ҫынсем (вакцинаци тутарма медицина хирӗҫлевӗсем пуррисене шута илмесен) ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен вакцинациленнӗ пулмалла;

- мероприятире 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене вакцинаци тунине е юлашки ултӑ уйӑх хушшинче коронавируспа чирлесе ирттернине ӗнентерекен QR-кодсемпе кӗртеҫҫӗ;

- Тутарстан Республикин Ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ кӗрешекен оперативлӑ штаба мероприяти иртесси пирки вӑл пуҫланиччен 7 кун маларах пӗлтерсен;

- хӑна ҫурчӗсен, ҫав шутра хостелсен те номерсен фончӗн 50 процентне кӑна тултарма юрать. Енчен те мӗн пур ӗҫлекен ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен вакцинациленнӗ пулсан, номерсен фондне йӑлтах тултарма юрать.

- 400 метртан ытларах лаптӑклӑ обществолла апатлантару объекчӗсене, спорт центрӗсене, ишев бассейнӗсене, фитнес-центрсене, аквапарксене, суту-илӳпе кану комплексӗсене, апат-ҫимӗҫ сутман лавккасене кӗме QR-кодсемпе ҫеҫ пулать е вакцинаци тума юраманни пирки медицина справкисемпе.

- COVUD-19 коронавирус инфекцийӗнчен вакцинаци туман-тӑк, е вӗсем ҫак чирпе чирлесе ирттернӗренпе 6 уйӑх иртмен-тӗк, 65 ҫултан аслӑрах ҫынсен изоляцире лармалла пулать. Апат-ҫимӗҫ илме кайма, больницана е вакцинаци пунктне кайма е уҫӑлса ҫӳреме вӗсен, паллах, юрать. Анчах вакцинаци туман е тутарма юраман 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ пулсан, ӗҫпе тивӗҫтерекенсем вӗсене дистанцилле ӗҫ форматне куҫармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: