Тутарстан Президенчӗ чӗлхесене мантарасшӑн мар
Рустам Минниханов "Тоталлӑ диктантсене" Тутарстанри халӑхсен чӗлхисемпе ирттерме сӗннӗ
Вырӑсла "Тоталлӑ диктант", тутарла "Татарча диктант" евӗрлӗ диктантсене республикӑри ытти халӑхсен чӗлхисемпе те ирттерме сӗннӗ. Ҫак шухӑша вӑл Тутарстанри Вырӑс наципе культура пӗрлешӗвӗн хастарӗсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра каланӑ. Республика ертӳҫи диктантсене чӑвашла, удмуртла, марилле тата ытти чӗлхесемпе ирттерме сӗннӗ. Ун сӑмахӗсемпе, "ҫакнашкал акцисем пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывпа унӑн регионӗсенчи халӑхсен чӗлхисемпе культурисене популяризацилеме пулӑшаҫҫӗ".
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев