Сувар

Тутарстан Президенчӗ пуҫлӑхсене пухса калаҫать

Ертӳҫӗ тимлӗхӗнче ӗҫ условийӗсем тата рабочисен зарплати

 

 

Тутарстан Президенчӗ республикӑри предприятисен пуҫлӑхӗсемпе тӗлпулусем ирттерет.
Рустам Минниханов ӗҫ условийӗсем мӗнле пулнине, ӗҫлекенсен шалӑвӗ еплерех ӳсни ҫине тимлӗх уйӑрать.
"Экономика повесткипе плансене пӑхса тухнисӗр пуҫне Президент ҫынсемпе коллективсем хӑйсене еплерех туйнине тӗпчесе пӗлет. Рустам Нургалиевич вӑтам ӗҫ укҫин, предприятисенче тунӑ ӗҫ условийӗсен, социаллӑ гарантисен калӑпӑшӗпе кӑсӑкланать",–тесе палӑртнӑ брифингра унӑн пресс-секретарӗ Л.Галимова.
Тутарстан Президенчӗ КАМАЗ генеральнӑй директорӗпе тӗлпулса предприятире вӑя кӗнӗ патшалӑх тӗревӗн мелӗсене, ҫирӗплетнӗ контрактсене, йывӑр ыйтусене сӳтсе явнӑ.
ТАИФ компанисен ушкӑнӗн ертӳҫисемпе тӗлпулнӑ чухне республика ертӳҫи федераллӑ шайри ҫӗнӗ проектсене сӳтсе явнӑ.
Ӗҫлӗ тӗлпулусем ҫавӑн пекех "Татэгерго", Хусанти авиаци тата Вертолёт завочӗсен Генеральнӑй директорӗсемпе пулса иртнӗ.
Унсӑр пуҫне ку эрнере ТР Президенчӗ "Татнефть", "Позис", "Нэфис, Ешӗлварти М. Горький ячӗллӗ завод ертӳҫисемпе тӗлпулма палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: