Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Студентсен кунӗпе саламлани

Раççейӗн пӗрремӗш университечӗ йӗркеленнӗренпе Татьяна кунӗ студентсен тăванлăхӗн çутă символӗ пулса тăрать. Тутарстанра çак уяв 140 пин ытла студента пӗрлештерет. Эпир пирӗн талантлă, амбициллӗ, активлă пурнăç позицийӗллӗ çамрăксемпе мăнаçланатпăр. Студентсем вӗренӳре кăна мар, спортпа искусствăра та малта пулни савăнтарать.

Паянхи кун Тутарстан пысăк квалификациллӗ кадрсене вӗрентсе хатӗрлес ӗçре малта пыракансенчен пӗри. Пирӗн стуăентсемпе çамрăк специалистсем Раççейри кăна мар, халăхсем хушшинчи олимпиадăсенче те çӗнтереççӗ. Пӗлтӗр тӳрех республикăри пилӗк вуз «Приоритет–2030» программăна кӗнӗ. Çавăн пекех эпир 2021 çулта Раççейри чи лайăх студент ята илнӗ çамрăк Тутарстанра вӗреннипе те мăнаçланатпăр.

Пандеми лару-тăрăвӗнче иртнӗ юлашки çулсем пирӗншӗн хăйне евӗр тӗрӗслев пулса тăчӗç. Çапах çак тӗрӗслевсем хамăр вăя шанма, чи йывăр чăрмавсенчен иртме вӗрентрӗç.

Хисеплӗ студентсем! Вӗренӳ валли чăтăмлăх, шалти дисциплина кирли вăрттăнлăх мар. Эсир хăвăрăн наука шкулӗсен чи лайăх йăлисене малалла тăсасса, пирӗн çӗршыв аталанăвне пысăк хулăм кӗртессе шанса тăратăп.

Студент çулӗсем сирӗн пурнăçăрта чи лайăххисем те асра юлмаллисем пулччăр. Лартнă тӗллевӗрсене пурнăçламалла пултăр! Уяв ячӗпе!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев