Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Теччӗ районӗн пуçлăхне Рамис Сафиуллова «Дуслык» орденӗпе наградăланă

Çакăн çинчен калакан Указ Президентăн сайтӗнче пичетленнӗ

Туслăх орденӗпе Тутарстанăн халăхсем хушшинчи авторитетне çирӗплетнишӗн, ют çӗршывсемпе тата Раççейӗн ытти субъекчӗсемпе туслă çыхăнусем йӗркеленӗшӗн, экономика, суту-илӳ, наука, культура çыхăнăвӗсене çирӗплетнӗшӗн, Тутарстан аталанăвне усă кӳрекен эффективлă инвестици, ыркăмăллăх, общество ӗçӗшӗн парăнать.

Рамис Сафиуллова çак ордена Теччӗ районӗн социаллă пурнăçне тата экономикине аталантарнăшăн, регионсем хушшинчи хутшăнусене çирӗплетнишӗн панă.

Сафиуллов Теччӗ районне 2014 çултанпа ертсе пырать. 2020 çулта ăна çак должноçе çӗнӗрен суйланă.  
Галина Тазетдинова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев