Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ

Ыркӑмӑллӑх акцийӗ Тутарстанра Ҫӗнӗ ҫул ҫитичченех пырӗ. Унта проектӑн сайчӗ урлӑ онлайн-меслетпе те хутшӑнма пулать

  Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ҫӗнӗҫулхи "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ.

Вӑл чӑрӑш ҫинчен ачасем Хӗл Мучирен ыйтса ҫырнӑ открыткӑсене илнӗ. 

?13 ҫулти Артем синтезатор ҫинчен ӗмӗтленет; 

?14 ҫулти Аделя планшет ҫинчен,

?7 ҫулии Егор маккуин ҫиҫӗмлӗ пысӑк машина ҫинчен ӗмӗтленет; 

?15 ҫулти Роман хоккеистӑн пысӑк сумки ҫинчен. 

Акци паян "Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсен Канашӗ" ассоциацин съезчӗ умӗн иртнӗ. Унта республикӑри муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурӗ 60 ачан  ӗмӗчӗсене пурнӑҫлӗҫ. 

Ыркӑмӑллӑх акцийӗ Тутарстанра Ҫӗнӗ ҫул ҫитичченех пырӗ. Унта проектӑн сайчӗ урлӑ онлайн-меслетпе те хутшӑнма пулать. 

 Акцие йӗркелекенӗ – Пӗтӗмраҫҫейри "Мечтай со мной" ыркӑмӑллӑх проекчӗ. Вӑл Тутарстанра 2014 ҫулта тапраннӑ. Сак акцие Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев