Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республики Совет Союзӗн Геройӗсӗр тăрса юлчӗ

2019 çулта Лайăшра капиталлă юсав хыççăн Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов ячӗллӗ шкул уçăлнăччӗ

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов вилни пирки унăн тăванӗсемпе тата çывăх çыннисеме пӗрле хурланни çинчен пӗлтернӗ.

Борис Кириллович Хусанта 1925 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче çуралнă. 1943 çулхи май уйăхӗнче фронта кайнă, 791-мӗш артиллери полкӗнче çыхăну уйрăмӗн командирӗ пулса тăшмансемпе кӗрешнӗ.

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче командовани хушăвӗсене тивӗçлӗн пурнăçланăшăн, çав вăхăтра паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн 1944 çулхи февралӗн 22-мӗшӗнче Борис Кузнецова Совет Союзӗн Геройӗн ятне тата «Ылтăн Çăлтăр» медаль парса чысланă.   

Борис Кузнецов çӗр çинчи кунӗсем вӗçлениччен общество пурнăçне хастар хутшăннă. Юлашки çулсенче Лайăш районӗнчи «Рыбе – быть! Балык булсын!» экоакци фронтовик хутшăннипе иртнӗ. Çавăн пекех вăл ватă тутарстансене коронавирус пандемии вăхăтӗнче килте ларма ыйтса видеообращени çыртарнă.

2019 çулта Лайăшра капиталлă юсав хыççăн Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов ячӗллӗ шкул уçăлнăччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев