Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республики ятарлă çар операцине хутшăнма контрактниксен батальонӗсене йӗркелет

Кăмăл тăвакансем 4 уйăх таранччен контракт çирӗплетме пултараççӗ. Раççей Федерацийӗн Оборона министерствинчен уйăхсерен парăнакан 150 пин тенкӗсӗр пуçне строя тăнă салтаксене Тутарстан Республикин Правительстви пӗр хутчен 200 пин тенкӗ тӳлеме шантарать.

Кӗске контракт пынă хушăра батальона çырăннă çын малтанхи ӗçре ӗç вырăнне çухатмасть. Социаллă çăмăллăхсенчен çакă паллă. Çар çыннисен ачисене ача садне, шкула, вăтам тата аслă пӗлӳ паракан заведенисене бюджета черетсӗр илеççӗ.

Хусанти Контрактлă çар хӗметне суйласа илекен пунктăн начальникӗ Евгений Токмаков пӗлтернӗ тăрăх, батальона рядовойсем кăна мар, офицерсем те çырăнма пултараççӗ. Тӗрмере «йывăр» статьясемпе ларса тухнисене батальона илмеççӗ.  

Тутарстанра икӗ батальон йӗркеленет. Унта çырăнас текенсен вырăнти çар комиссаритане пымалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев