Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗн, Тутарстан халăхӗсен ассамблеин Канашӗн Председателӗн Ф.Х.Мухаметшинăн Тăван чӗлхе кунӗпе саламлани

Хисеплӗ тутарстансем! Сире Халăхсем хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламлатăп. Общественность тимлӗхне лингвистика нумайенлӗхне упраса хăварасси енне çавăрас тесе ЮНЕСКО пуçарнă, ООН Генеральнăй Ассамблеи тӗрев панă çак паллă датăна 1999 çултанпа çӗр чăмăрӗ çинчи кашни кӗтесре паллă тăваççӗ.  

Паллах, тăван чӗлхе – вăл «халăх чунӗ», наци пуррине кăтартакан паллă тата унăн хăйевӗрлӗхне упраса хăваракан инструмент, мӗншӗн тесен кирек хăш халăх та ăс-хакăл сӗткенне хăйӗн тымарӗсенчен, ӗненӗвӗнчен, культуринчен тата, паллах, чӗлхинчен илет.  Наци культурисен нумайенлӗхӗ, пиншер чӗлхен тӗрлӗтӗслӗхӗ пирки калаçнă чухне эпир тăван сăмах ăшӗнче упранакан хăвата тивӗçлипе хак паратпăр. Мӗн çуралнăранпах вăл кашнин çине калама çук пысăк витӗм кӳрет. Каярах эпир час-часах ытти чӗлхесене вӗрентепӗр пулин те, тавралăха аттепе анне чӗлхи урлă йышăнни нихăçан та çухалмасть.  

Хисеплӗ юлташсем! Халăхсем хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ – тăван чӗлхесене упраса вӗрентес ӗçре тăрăшакансене, халăх культурине сарас тесе çунакансене, тӗнче илемне, ырлăха тăван чӗлхе урлă йышăнма пулăшакансене тав сăмахӗсем каламашкăн лайăх сăлтав.

Тăван чӗлхине чунтан юратакан çын урăх чӗлхепе калаçакан кӳршине те хисепленинче иккӗленместӗп. Пирӗн Тутарстанра ӗлӗкрен çапла. Пирӗн çӗр 170 ытла нацишӗн ырă кил-çурт пулса тăнипе мăнаçланатпăр. Вӗсен культура хăййевӗрлӗхӗ упрантăр, нумай чӗлхелӗхре гармони пултăр, обществора килӗшӳ пултăр тесе республика ертӳлӗхӗ нумай тăвать. Çавăнпа та пӗр-пӗрне ырă сунса туслă пурăнар. Кирек мӗнле чӗлхепе калаçсассăн та, тӗллевӗмӗр пӗр: нумай та телейлӗ пурнасси, çывăх çынсене сывă та тӗрӗс тӗкел курса савăнасси. Çак çул çинче пурне те ăнăçу сунатăп, паянхи дата республикăри, çӗршыври, тӗнчери мӗн пур чӗлхесемпе культурăсемшӗн хисеп палли пек пултăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев