Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Россельхозцентрăн Тутарстан Республикинчи филиалӗ шăшисем ӗрчесе кайни çинчен пӗлтерет

Юрлă ăшă хӗл пулнине кура кăçал кăшлакан чӗрчунсене ӗрчеме лайăх условисем пулни çинчен Россельхозцентрăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Любовь Занина пӗлтернӗ.

«Юр ирӗлеспе çуртсем, кӗлетсем, витесем çывăхӗнче шăши-йӗкехӳресем валли наркăмăш тавраш хатӗрлемелле», - тесе сӗннӗ специалист. Занина палăртнă тăрăх, садра перчетке тăхăнса ӗçлемелле, çуллахи пӳртре, дачăра е пăлтăрта урай çунă чухне те перчетке тăхăнмалла тата маска.

«Çакă геморрагилле лихорадкăран сыхланма май парать», - тенӗ вăл. Эксперт хушса каланă тăрăх, юр ирӗлсе пӗтсен садри йывăçсемпе тӗмсене сиенлӗ хурт-кăпшанкă ересрен обработка туса  наркăмăш сапмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев