Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан тӗп хулинче Made in Kazan форум иртет

Паян Хусанта Made in Kazan форум иртет, унта экономикӑри ҫӗнӗ условисенче бизнеса мӗнле аталантарассине сӳтсе явӗҫ. Мероприяти предпринимательсене, топ-менеджерсене, компанисен представителӗсене пуҫтарӗ.

Форума пурӗ 100 ҫын хутшӑнӗ, вӗсен хушшинче экономика отраслӗнчи 11 эксперт пулать. Форумӑн онлайн-трансляцине хутшӑнма та май пулӗ.
Кӑҫал форум Global Mind форматпа иртӗ. Экспертсемпе пӗрле форума хутшӑнакансем экономикӑна аталантармалли майсене шырӗҫ.

Мероприятие Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, "МДМ-Банк" директорӗсен Совечӗн председателӗ, Мускав биржин никама пӑхӑнман директорӗ Олег Югин, ПАО "Татнефть" генеральнӑй директорӗ тата директорӗсен Канашӗн членӗ Наиль Маганов, бизнес-партнерствӑсен эксперчӗ, никама пӑхӑнман право советникӗ, executive&team коуч, системӑллӑ бизнес-консультант Наталья Бельзер тухса калаҫӗҫ.

Отрасль сӗтелӗсен модераторӗсен хушшинче Uremont пӗтӗм тӗнчери онлайн-сервис йӗркелекенӗ, Мускаври предпринимательсен Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ администраци округӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе Ӗҫлекен общество приемнӑйӗн ертӳҫи Артур Терисаян, KazanExpress маркетплейсӑн генеральнӑй директорӗ Линар Хуснуллин, "Алабуга" ОЭЗ ППТ генеральнӑй директорӗ , ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Тимур Шагивалеев, пысӑк предприятисен ертӳҫисем тата бизнес представителӗсем пулӗҫ.

Форум Kazan Palace by Tasigo отелӗнче иртӗ. Онлайн-трансляцие "ВКонтактере" тата Уоutube-ра курма пулать.

Проекта Хусан Мэрийӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Форум 2010 ҫултанпа иртет, вӑл хулари пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Мероприятисенче паллӑ спикерсемпе пӗрле ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев