Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАН СТУДЕНЧӖСЕМ МЕДАЛЬСЕМПЕ ТАВРĂННĂ

Екатеринбургра иртнӗ Халăхсен хушшинчи «Хайтек» çӳллӗ технологи профессийӗсен чемпионатӗнче Тутарстан 6 медаль çӗнсе илнӗ

«Ӗç тухăçлăхӗ тата ӗçпе тивӗçтересси» наци проекчӗн шайӗнче ноябрӗн 7 – 11-мӗшӗсенче Халăхсен хушшинчи «Хайтек» çӳллӗ технологи профессийӗсен чемпионачӗ, çавăн пекех Рационализаципе тата тухăçлăхпа II Кубок Екатеринбургра  иртнӗ. Ăмăртусене 38 компетенципе 1 пине яхăн конкурсантпа эксперт хутшăннă. Тутарстан Республикинчен 25 конкурсант тата 17 эксперт 16 компетенцире хăйсене кăтартнă.        

                                                                            

«Реверсивлă инжиниринг  та­та аддитивлă производство» компетенципе В.Д.Поташов ячӗл­лӗ техника колледжӗнче (Çырчалли хули) вӗренекен Зуфар Александров ылтăн медаль çӗнсе илнӗ.  «Металл листине хатӗрлесси» компетенцире Ирек Нуруллин кӗмӗл медаль илнӗ. И.Нуруллин Хусанти П.В.Де­ментьев ячӗллӗ авиа­ципе техника колледжӗнче вӗ­ренет. Элметри политехника техникумӗн студенчӗсем Илья Замарацкихпе Дмитрий Зинкин командăпа ăмăртса «Сетьпе тытăмăн администрированийӗ» компетенцире çӗнтернӗ. «Прототип хатӗрлесси» компетенцире кӗмӗл медаль çӗнсе илекен Денис Евсиков та Элмет­ри техникумранах. «Рекрутинг» компетенцире çӗнтерсе кӗмӗл илнӗ Дарья Калина «Станнум» тулли мар яваплăхлă общество (ХФУ) çитӗнӗвӗсене кăтартать.                                                                                                        «Сварка технологийӗсем» компетенцире Хусанти политехника колледжӗнче вӗренекен Амир Халимбаев бронза медаль илнӗ. Чемпионатра конкурсантсем валли хатӗрленӗ хушусем пурнăçран илнисем – строительство отраслӗ, строительство технологийӗсем, производство, инженери технологийӗсем, информаци тата коммуникаци технологийӗ­сем, Future Skills пуласлăх хăнăхăвӗсен блокӗ ума лартнă ыйтусене татса парассипе çыхăннă. Конкурсантсем куçăн та, дистанциллӗ майпа та хутшăннă чемпионата. Белорусси, Бразили, Гана, Зимбабве, Инди, Индонези, Иран, Казахстан, Китай, Кыргызстан, Малайзи, Намиби, Нигери, Узбекистан тата ЮАР çӗршывӗсенчи çамрăксенчен ытларахăшӗ интернет мелӗпе усă курса чемпионата хутшăннă.   Çак тӗнче шайӗнчи пысăк мероприятие РФ Промышленность тата суту-илӳ, Экономика аталанăвӗн министерствисем, Свердловск облаçӗн правительстви, Çӗнӗ проектсене стратегилле пуçарусемпе пурнăçлассин агентстви, пысăк холдингсем тата корпорацисем пулăшнипе Хăнăхусен тата профессисен аталанăвӗн агентстви йӗркеленӗ.  

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев