Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкӗн модернизацин темине ҫутатакан 5 лидер хушшине кӗнӗ

Тутарстан сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкӗн модернизацин темине ҫутатакан ТОП-5 регион хушшине кӗнӗ. Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тунӑ рейтингне кӑларнӑ. Унта Тутарстан Мускав, Мускав облаҫӗ тата Краснодар крайӗ хыҫҫӑн 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Аса илтеретпӗр, ҫак программӑна Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ. Субсидисем Тутарстан бюджетне федераллӑ бюджетран 2021-2023 ҫул валли тунӑ Тутарстан сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкӗн модернизаци программипе парӑнаҫҫӗ.

2021 ҫулта Тутарстанра 3 поликлиника, 2 амбулатори, 7 акушер пунктне туса лартнӑ; 20 поликлиника, 2 больница, 5 амбулатори юсанӑ; ҫӗнӗ оборудовани илсе килнӗ, 501 автомобиль туяннӑ.

Кӑҫалтанпа ҫак федераллӑ программа "Здравоохранение" нацпроектне кӗрет. 2025 ҫул валли Раҫҫейре 2500 ытла медобъект тӗпрен ҫӗнӗлетесшӗн тата туса лартасшӑн, 7600 ытла сывлӑх сыхлав уйрӑмӗсен ҫурчӗсене юсашшӑн тата 20 800 машинӑпа 120 200 ҫӗнӗ оборудовани туянасшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев