Сувар

Тутарстан тата Хусан митрополичӗ вилсе кайнӑ

Хурлӑхлӑ хыпар

 Паян коронавирус инфекцийӗн йывӑрлӑхӗсене тӳсеймесӗр Хусан тата Тутарстан митрополичӗ  Феофан вилсе кайнӑ.

"Тутарстан Президенчӗ митрополит вилни пирки тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтерет. Рустам Нургалиевич Феофана юлашки ҫула тивӗҫлӗн ӑсатас тесе йӑлт хатӗрлеме хушнӑ", – тесе пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-секретарӗ Лилия Галимова.

Феофан владыка Хусан тата Тутарстан митрополине 2015 ҫулта ертсе пыма тытӑнчӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусанти Турӑ амӑш соборне ҫӗнӗрен хӑпартма тытӑнчӗҫ, республикӑри чӑваш прихочӗсемпе ӗҫлекен ҫынна палӑртрӗҫ, Чистай тата Анат Кама епископне чӑваша лартрӗҫ. 

Питӗ шел, пысӑк ҫухату. Хурланатпӑр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: