Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан тата Раççейри ытти регионсем çулсем тума тата 160 миллиард тенкӗ илӗç

Çакăн çинчен РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ. Вăл пахалăхлă çулсем çӗршыври мӗн пур регионти экономикăсене аталантарма кирли çинчен каланă

«Çак ӗç валли 160 ытла миллиард тенкӗ уйăратпăр. Укçасене Тутарстанри, Приморски крайри, Белгород, Кемерово, Мускав, Ярославль облаçӗсенчи, Ненец автономи округӗнчи федераллă тата регион шайӗнчи çулсенчи объектсене тума ярăпăр. Проектсен шутӗнче – автомобиль трассисен реконструкцийӗ тата хуласен çумӗнчен иртекен çулсене тăвасси», - тенӗ вăл.

Правительство 750 ытла километр федераллă тата 290 километр регион шайӗнчи çулсене çӗнетсе çӗнӗрен тума палăртать. Министрсен Кабинечӗн пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, патшалăх бюджетӗнчен уйăракан хушма укçа пысăк инфраструктура объекчӗсене пурнăçа кӗртессине хăвăртлатма тата вӗсен çумӗнчи отрасльсене тӗрев пама пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев