Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан усламçисем эрне хушшинче 876 миллион тенкӗлӗх кредит каникулӗ илнӗ

Иртнӗ эрнере республикăри предпринимательсем пурӗ 1,8 миллиард тенкӗлӗх кредит каникулӗ пама ыйтса 498 заявка панă тесе пӗлтернӗ Тутарстанăн Премьер-министрӗн çумӗ – ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов.   

Çак вăхăт тӗлне пурӗ 876 млн тенкӗлӗх 184 заявкăна ырланă. Çав вăхăтра, министр палăртнă тăрăх, 14 районта ку программăпа пӗр зявкă та паман. «Муниципалитетсен кредит илнӗ усламçăсене хыпарлас тӗлӗшпе йӗркеленӗ ӗçе вăйлатмалла», – тенӗ Шагиахметов. Вăл палăртнă тăрăх, каникул пама ыйтса çырнă заявкăсенчен хăшӗ-пӗрне каялла çавăрма тивет. Тӗп сăлтавсенчен пӗри – заявительсем программа условийӗсене юрăхлă пулманнинче: е усламçă МСП субъекчӗсен реестрне кӗмест, е унăн ОКВЭД номерӗсем Раççей Правительстви палăртнисемпе тӳр килмеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев