Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Узбекистанпа Турцирен пир-авăр продукцине туянӗ

Тӗрлӗрен тум тата шкул форми çӗлеттермелли пир-авăрăн пысăк партийӗсене Вăтам Ази çӗршывӗсенчен тата Турцирен туянмалли производство сыпăкӗсене йӗркелет

Çакăн çинчен Рустам Минниханов усламçăсемпе тӗлпулнă чухне каланă.  

Çăмăл промышленноçа тахçанах аталантармалла пулнă, пирсене, фурнитурăна илсе кӗрессипе ыйтусем пур. Эпир Узбекистана кайса килме палăртатпăр, плансенче Турцине çитсе килесси. Пирӗн логистика схемисене йӗркелемелле», - тенӗ Рустам Минниханов пирсем кӳрессипе йывăрлăхсем сиксе тухни пирки ыйту çине хуравланă май. Тутарстан Президенчӗ экономика темпне тытса пырас тесе бизнеса мобилизациленме тата хамăр хăватсене хута яма, çынсене ӗçпе тивӗçтерме ыйтнă.

Вăл палăртнă тăрăх, республика партнерӗсен шучӗ пысăк, çав шутра Вăтам Ази, Турци, араб çӗршывӗсем тата Китай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев