Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан яланах ҫителӗклӗ пулма тӑрӑшнӑ

Рустам Минниханов: "Тутарстан влаҫӗсем бизнеспа инвесторсене малашне те тӗрев парӗҫ"

Пандемине пӑхмасӑрах, Тутарстан влаҫӗсем республикӑри ӳсламҫӑсемпе инвесторсене тӗрев параҫҫӗ. Сак сӑмахсене ТР Президенчӗ инвесторсен клубӗн ларӑвӗнче каланӑ.

"Инкек пӗрлештерет. Пӗччен тапаланса тухаймастӑн, эпир ҫакна ӑнланатпӑр. Эпир малалла та бизнеса тӗрев парса аталанассинче пӗр иккӗленӳ те ҫук. Пирӗн проектсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тӑрӑшӑпӑр. Манӑн пысӑк, вӑтам, пӗчӗк бизнесӑн представителӗсене, пирӗн ют ҫӗршыври партнерсене тав тӑвас килет. Эпир ялан сирӗнпе пӗрле пулнӑ. Шантарса калатӑп, малашне те ҫаплах пулӗ",– тесе палӑртнӑ Тутарстан Президенчӗ.

Бизнеса тӗрев пани – Тутарстан экономикине вӑйлӑ та тӗреклӗ пулма май паракан пӗртен пӗр ҫул тесе шутлать Рустам Минниханов: "Федераллӑ дотацисем мешшетлемӗҫ, ҫапах эпир ялан хамӑра хамӑр тивӗҫтерме тӑрӑшаттӑмӑр. Ҫителӗклӗ пулсан малалла шанчӑклӑрах утатӑн. Пирӗн пурнӑҫа кӗртмелли плансемпе проектсем нумай".

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев