Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана сивӗ килет

Талӑкри вӑтам температура -7,-8 градус пулать

   Хусан енне Ҫӗпӗртен вӑйлӑ антициклон пысӑк сивӗ илсе килет.

"Ырантан пирӗн пата чӑн-чӑн хӗл ҫитет. Эпир вӑйлӑ Ҫӗпӗр антициклонӗн анӑҫӗнчи хумӗн витӗмне лекетпӗр. Эпир ӑна блоклаканни тетпӗр. Вӑл пирӗн территорире нумайччен пулать. Кулленхи температура кунран кун сивӗ енне ӳссе пырать. Талӑкри вӑтам температура -7,-8 градус пулать",– тесе пӗлтернӗ Хусан Федераллӑ университетӑн профессорӗ Юрий Переведенцев. 

Хӗлӗн пӗрремӗш эрнинче юр ҫумасть, сывлӑш пусӑмӗ ӳсет, лӑпкӑ сил вӗрет. 

Эрне вӗҫленнӗ тӗле Хусанта кӑнтӑрла -12,-13 градус сивӗ пулать, каҫхине сывлӑш температури -18,-20 градус таран анать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X