Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн çӗнӗ çар комиссарӗ Рустам Миннихановпа тӗл пулнă

Ӗнер ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстанăн çӗнӗ çар комиссарӗпе Юрий Беляевпа курса калаçнă.

Тӗлпулу Правительство Çуртӗнче иртнӗ. Çӗнӗ çар комиссарне республика пуçлăхӗпе Тӗп çар округӗн çарӗсен командующийӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Дмитрий Глушенко паллаштарнă. 


Тӗлпулăва çавăн пекех ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, ТР Премьер-министрӗн çумӗ — ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарачӗн ертӳçи Шамиль Гафаров та хутшăннă. 


Тутарстанăн çӗнӗ çар комиссарӗ Юрий Беляев кунта киличчен Удмурт Республикинче ӗçленӗ.

 

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев