Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн халăх артисткин асăну хăмине уçнă

Хания Фархи юрăç вилнӗренпе пилӗк çул çитнине халалласа Хусанти Дубравная урамӗнчи вăл юлашки çулӗсенче пурăннă 57-мӗш çурт стени çине асăнӳ хăмине вырнаçтарнă

«Хания аппа кӳршисем мемориал хăмине вырнаçтарас сӗнӳпе тухрӗç. Эпир çак шухăша ырларăмăр та ăна кӗске вăхăтра пурнăçларăмăр. Финанс енчен çак çуртра пурăнакансем тата юрăçăн мăшăрӗ Габдулхай Биктагировпа «Байрам» ансамблӗн музыканчӗсем пулăшрӗç», - тесе пӗлтернӗ ансамблӗн ертӳçи Раиль Нуриев.

Асăну хăми çинче тутар тата вырăс чӗлхипе «Çак çуртра 2005-2017 çулсенче тутар тата пушкăрт эстрадин Примадонни Хания Фархи пурăннă» тесе çырнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев