Тутарстанăн культура еткерӗн куравӗ Беларусьра уçăлнă
Июлӗн 25-мӗшӗнче Беларусь Республикин Наци истори музейӗнче «Живая нить традиций» курав уçăлнă, проекта хатӗрлекенӗ —Тутарстан Республикин Наци музейӗ
Июлӗн 25-мӗшӗнче Беларусь Республикин Наци истори музейӗнче «Живая нить традиций» курав уçăлнă, проекта хатӗрлекенӗ —Тутарстан Республикин Наци музейӗ.
«Пирӗншӗн, Тутарстанăн Наци музейӗшӗн, Беларусь —
уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, тахçантанпа юратакан республика. Тăван теме те пулать. Мӗншӗн тесен эпир Раççейре Беларусь еткерне упракан пӗртен-пӗр музей. Пирӗн филиалсенчен пӗри Печищи ялӗнчи Янка Купалăн мемориал музейӗ. Тутарстан Республикин Наци музейӗн çӗршыв тулашӗнчи пӗрремӗш куравӗ Беларусь Республикинче иртни пирӗншӗн питӗ кăмăллă, питӗ тӗрӗс пулăм тесе шутлатпăр çакна», — палăртнă хăйӗн сăмахӗнче ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Алиса Вяткина.
Куравра хальхи вăхăтри декоративлă прикладной искусство япалисене тăратнă — эрешлӗ сăран атăсем, тӗртнӗ пир татăкӗсем, илемлӗ керамика, чӗнтӗрсем, ювелир капăрлăхӗсем. Нумайăшне Наци музейӗн, ытти музейсен фончӗсен экспоначӗсем тăрăх хатӗрленӗ.
Куравăн тӗп экспоначӗ — Тутарстанăн тӗрленӗ картти. Ăна Раççей тулашӗнче пӗрремӗш хут курава тăратнă. Карттăна 2023 çулта Наци культурисен тата йăлисен çулталăкӗн витӗмӗпе тӗрленӗ. Çак ӗçе 200 ăстаçă хутшăннă.
Проектăн тепӗр пайӗ — Тутарстан халăхӗсен наци тумӗсем. Наци музейӗн коллекцийӗнчи тутар, вырăс, удмурт, чăваш, мордва, мари тумӗсене реставраци тунă. XIX — XX ӗмӗрсенчи сюжетлă тата жанрлă сăнӳкерчӗксенче те вӗсенех курма пулать.
Хӗрлӗ тата симӗс тӗслӗ çипсем куравăн тӗп шухăшне ытарлăн уçнă. Икӗ республикăн ялавӗсенче те çак тӗссене куратпăр. Вӗсем Беларусьпе Тутарстан çыхăнăвне, иртнӗ ӗмӗрсен йăлисемпе хальхи вăхăтри ăстасене пӗрлештереççӗ.
«Живая нить традиций» курав Тутарстан тата Беларусь музейӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗçленине кăтартать. Çулталăк каялла Беларусь Наци истори музейӗ Хусанта «Живое наследие Беларуси» курав ирттерчӗ. Тутарстан Республикин культура сферинче инновацисем кӗртессипе тата йăласене упрассипе ӗçлекен ресурс центрӗ партнер пулса проекта пурнăçлама пулăшнă.
Курав июлӗн 25-мӗшӗнчен августăн 25-мӗшчен Беларусь Республикин Наци истори музейӗнче ӗçлет.
Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев