Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн Министрсен Кабинечӗн йышăнăвӗпе хăш-пӗр массăллă мероприятисене ирттерме ирӗк панă

«Татар-информ» информаци агентствин корреспондентне Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пресс-службинче çак ыйтăва уçăмлатса панă.

«Тутарстан Республикинче кану, концерт, физкультура, спорт, курав, çутӗç, реклама мероприятийӗсене ирттерме ирӗк панă. Урамра – икçӗр çынран ытларах мар, залсенче – çӗр çынран ытларах мар пулмалла.

Тутарстанра театрсен, кинотеатрсен, цирксен, концерт залӗсен ӗçне чармаççӗ, енчен те куракансем вӗсенчи вырăнсен 70% кăна йышăнсан, физкультурăпа спорт, культура мероприятийӗсене – куракансем залри вырăнсен 50% йышăнсан.    

Граждансем хутшăнакан мӗн пур ытти массăллă мероприятисене нарăс уйăхӗн 28-мӗшӗнчен ирттерме чарнă», – тесе хушнă республикăри Ромкомнадзорта.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев