Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн Цифра министерстви Донбассран куçса килекенсене sim-картăсемпе тивӗçтерет

Раççей территорийӗнче усă курмашкăн Донбассран куçса килекен çынсене sim-картăсем парса тухма йышăннă.

Çыхăну операторӗсем ДНР тата ЛНР гражданӗсем вăхăтлăх вырнаçнă вырăнсенче çыртарса парӗç.

«Ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсем валли мобильлӗ çыхăнума усă курма майсем туса панă. Мобильлӗ çыхăну операторӗсем хăйсен пулăшăвне сӗнчӗç. Куçса килекенсене вырнаçтарнă пунктсенче çыхăну операторӗсем кăмăл тăвакансене sim-картăсемпе тивӗçтерӗç. Вӗсемпе Раççей территорийӗнче малтанхи вăхăтра тӳлевсӗр усă курма май пулӗ, каярах баланса тултарма та пулать», - тесе палăртнă ТР Цифра министерствинче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев