Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн 100 чаплӑ ҫынни хушшинче 4 чӑваш

Чӑвашсем Тутарстан халӑхӗн 3 проценчӗ чухлӗ кӑна пулсан та, историре йӗр хӑварнӑ мухтава тивӗҫлӗ ентешсем унта нумай

Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленсе 100.tatarstan.ru сайтра чаплӑ ентешсен конкурсне ирттерет. 43 районпа 2 хула хӑйсен мухтавлӑ ҫыннисене тӑратнӑ унта. Кандидатурӑсен хушшинче 4 чӑваш пурри те савӑнтарать.

Ҫапла Теччӗ районӗ чӑвашсене тата ытти халӑхсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлева тӑратнӑ конкурса, Элкел районӗ чӑваш халӑх поэчӗшӗн Петӗр Хусанкайшӑн сасӑлаттарасшӑн, Ҫӳльту районӗ те паттӑр танкист Семён Коновалов чӑваш нумайрах сасӑ пухать тесе шутлать. Пӑвасем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗҫ. Вӗсем 1907 ҫулта Пӑва уесне кӗрекен Упи вулӑсӗнчи Саплӑк ялӗнче ҫуралнӑ СССР авиаци промышленноҫӗн министрӗ Пётр Дементьев конкурсра ҫӗнтерет тесе шутлаҫҫӗ. 

Тваттӑшне те суйланнӑ пулӑттӑм, шел, пӗр ҫыншӑн кӑна сасӑлама юрать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев