Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн ҫамрӑк предпринимателӗсем 47 млн. тенкӗ грант пулӑшӑвне илӗҫ

Программа условийӗсем тӑрӑх, проекта софинансламалли виҫе 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран пулать

25 ҫула ҫитмен Тутарстанӑн ҫамрӑк предпринимателӗсем «Малое и среднее предпринимательство» проектпа 47 млн. тенкӗ грант пулӑшӑвне илӗҫ. Ҫакӑн пирки ТР экономика Министерствин пресс-службинче каланӑ.

Ҫамрӑк бизнесменсене хӑйсен проектне аталантарма пулӑшу субсиди майӗпе парӗҫ, ҫав хушӑрах ӑна илме предпринимателӗн проекта 25% кая мар хӑйӗн укҫине хумалла.

Программа условийӗсем тӑрӑх, проекта софинансламалли виҫе 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран пулать. Илнӗ укҫана бизнес-проектпа ҫыхӑннӑ пӳлӗм аренди е юсавӗ ҫине, оборудовани туянма, комуналлӑ тӳлевсем ҫине яма май пур.

Субсиди илме панӑ заявкӑсене октябрӗн 13-мӗшӗччен пуҫтарнӑ. Конкурс комиссийӗ валли пурӗ 129 бизнес-проект ярса панӑ.

Палӑртса хӑваратпӑр: мобилизациленнисем валли проекта пурнӑҫламалли сроксене тӑснӑ, унсӑр пуҫне грант пурнӑҫламалли условисене е сроксене улӑштарнӑшӑн вӗсене штраф пама юрамасть.

Сӑнӳкерчӗк татар-информ сайтӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев