Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн ҫитес ҫулхи бюджечӗ дефицитлӑ пулӗ

Депутатсем бюджета сӳтсе явнӑ ҫӗре хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсене социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвасси те, усламҫӑсене пулӑшасси те, хаксен политики те кӑсӑклантарать.

Тутарстанӑн парламентӗнчи 2022 ҫулхи бюджет проектне пӑхса тухиччен депутатсем ӗнер авиакатастрофӑра вилнӗ парашютистсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Республикӑн тӗп финанс проектне сӳтсе явнӑ ҫӗре ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Юрий Камалтынов, депутатсем, профильлӗ ведомствосен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Муниципалитетсен представителӗсем видеоҫыхӑнупа итлесе ларчӗҫ, ТР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче канашлу трансляцийӗ пычӗ. Парламент итлевӗсене Бюджет, налог тата финанс комитечӗн председателӗ Леонид Якунин ертсе пычӗ.
Республика экономики тӗрекленме тытӑннӑ, пандемичченхи кӑтартусем патне ҫывхарать. Апла пулин те экономика аталанӑвӗн малашлӑхӗ эпидемиологи факторӗсенчен те килет.
Республикӑн ҫитес ҫулхи бюджетӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӑкаксен пайӗ пӗтӗмӗшле тӑкаксен 80 проценчӗ чухлӗ. Ку вӑл маларах ҫирӗплетнӗ патшалӑх программисемпе ҫыхӑннӑ.
Алексей Песошин сӑмахӗсемпе, экономикӑна тӗпрен илсен промышленностьпа строительствон  калӑпӑшӗсене ӳстерсе аталантарма палӑртнӑ. Ҫакӑ республикӑн пӗтӗмӗшле тупӑшне 103,6 процента ҫитермелле.

Республикӑн 2022 ҫулхи пӗтӗмӗшле бюджечӗн тупӑшӗсене 345,6 млрд тенкӗпе палӑртнӑ, тӑкакӗсене 356,5 млрд тенкӗпе. Бюджет дефицичӗ пур, 10,9 миллиард тенкӗ, анчах правительство ӑна чакарма тӑрӑшрӗ. 
Тутарстанӑн бюджет политики малтанхи ҫулсенчи пекех, финанссене граждансем умӗнчи социаллӑ яваплӑха пурнӑҫлама, аталанура Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме ярӗҫ.
Бюджета экспорта каякан нефть баррелӗн хакне 56,2 долларпа хисеплесе калӑпланӑ. Доллар курсне 71,8 тенкӗпе шутланӑ. Экономистсен шучӗпе ҫитес ҫул инфляци 4 процентран иртмелле мар. Тӗнчере экономика лару-тӑрӑвӗ лӑпкӑ мар чухне социаллӑ пурнӑҫ тата экономика прогнозне тӑвасси теветкеллӗхпе ҫыхӑннӑ пулин те, Тутарстанӑн экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов сӑмахӗсемпе, ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхӗн никӗсӗнче тӑракан экономикӑн тӗреклӗ ӳсӗмне йӗркелесси – власть тӗллевӗ. Ҫак задачӑна Правительствопа Патшалӑх Канашӗн, районсен умӗнче ТР Президенчӗ хӑйӗн Посланийӗнче лартнӑ.
ТР финанс министрĕн Радик Гайзатуллин бюджетӑн тупӑш пайне мӗнле налогсем тултарасси ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Федераллӑ бюджетран Тутарстан бюджетне 48,9 млрд тенкӗ субсиди куҫармалла. Ҫавӑн пекех министр социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ кашни отрасле ҫитес ҫул мӗнлерех финанслассине ӑнлантарса пачӗ. Вӗрентӳ сферине 109,8 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутра республика бюджетӗнчен 68,7 млрд тенкӗ.
Сывлӑх сыхлав сферине 85,7 млрд тенкӗ ярӗҫ, ҫав шутра республикӑра бюджетӗнчен 31 млрд тенкӗ.
Социаллӑ политикӑна 55,4 млрд тенкӗ  республика укҫи кайӗ. Культурӑна аталантарма 17,3 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутра  республика бюджетӗнчен 10, 2 млрд.
Депутатсем бюджета сӳтсе явнӑ ҫӗре хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсене социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвасси те, усламҫӑсене пулӑшасси те, хаксен политики те кӑсӑклантарать.
Парламент итлевӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе депутатсем сӗнӳсем пачӗҫ, вӗсене бюджет проектне малалла хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ курӗҫ. Октябрӗн 14-мӗшӗччен бюджет проектне парламентри кашни комитетра сӳтсе явӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев