Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн Сывлăх сыхлав министерстви йывӑр ҫын хӗрарӑмсене коронавирусран вакцинациленмелле мар тесе асăрхаттарать

Вакцинӑна вӗҫне ҫити тӗпчесе ҫитерменнипе йывӑр ҫын хӗрарӑмсене прививкӑпа тӑхтаса тӑма сӗнеҫҫӗ

 

"Йывӑр ҫынсен тата ача ӗмертекенсен коронавирусран вакцинациленессине кайрана хӑвармалла, мӗншӗн тесен «Спутник V» препарата нумай пулмасть усӑ курма тытӑннӑ, унӑн сӑнав тапхӑрӗ питӗ кӗске. Вакцинӑна вӗҫне ҫити тӗпчесе ҫитерменнипе йывӑр ҫын хӗрарӑмсене прививкӑпа тӑхтаса тӑма сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков каланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ача тӗвӗлессине коронавируспа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран кӑна палӑртма сӗннӗ.

Коронавирус репродуктивлӑ функци ҫине витӗм кӳмест. Ҫакна вуншар пин доброволец хутшӑнннӑ тӗпчевсем ҫирӗплетнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев