Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн Патшалăх автоинспекцийӗ августăн 7-мĕшĕнчен «Мотоцикл» профилактика мероприятине ирттерет

Мотоциклсем хутшӑннипе çÿл-йĕр инкекĕсем нумай пулаççĕ.

Ҫапла, августӑн 6-мӗшӗнче Аксу районӗнче мопед водителӗ, 1999 ҫулта ҫуралнӑскер, пысăк хӑвӑртлӑхпа пынине пула хӳме карти ҫине кĕрсе кайса йывӑр аманнă. Нурлат районӗнче ИЖ мотоцикл водителӗ, 1990 ҫулта ҫуралнӑскер, пысăк хӑвӑртлӑхпа пынипе транспортче çул çине йăванса кайнă, хăй йывӑр аманса больницăна лĕкнĕ.

Çак икĕ водителĕн те   мотоциклпа çÿреме ирĕк паракан прави пулман, вĕсем шлем та тăхăнса тăман.

Мототехникӑн водителӗсемпе пассажирӗсем ҫул-йӗр çинче  чи сиенлисем шутланаҫҫӗ. Автомобилистсемпе танлаштарсан, мотоциклистсем пӗчӗк инкекре те йывăр аманма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа мотоциклистсемпе скутеристсен ҫул-йӗр правилисене тимлӗн пӑхăнмалла, йӗркене пӑсмалла мар, шлемпа тата хӳтӗлекен экипировкӑпа ҫеҫ ҫӳремелле.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гибдд рт мотоцикл