Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ Владимир Путинран Ешӗлвара "Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" ята пама ыйтнӑ

"Хулара пурӑнакансем 1941-1945 ҫулсенче иртнӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пултӑр тесе пысӑк хулӑм кӗртнӗ. Вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр промышленность предприятийӗсенче ҫар тата граждан продукцине кӑларса массӑллӑ паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ешӗлвар пӗлтӗрӗшлӗ тыл центрӗ пулса тӑнӑ", – тесе ҫырнӑ патшалӑх ертӳҫи патне янӑ ходатайствора.

 Республикӑн Патшалӑх архивӗнче упранакан Ешӗлварта пурӑнакансен ӗҫри паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен фактсем документсем ҫине ҫырӑннӑ. Ешелвар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Лулаков каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хулари 15 предприяти 

рен 12-шӗ ҫершыв оборонине продукципе тивӗҫтернӗ. Ӳйрӑммӑн илсен, Ешӗлварти судносем тӑвакан завод ҫар карапӗсемсӗр пуҫне пулеметсем, снарядсем, авиабомбӑсен корпусӗсем тата нӳмай ытти фронта кирлӗ хатӗрсем туса кӑларнӑ. 

Ешӗлвар - Зеленодольск

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев