Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

  Тутарстанӑн Сывлӑх сыхлав министерстви шантарать: Covid-19-тан тӑвакан вакцина этем генӗсене улӑштараймасть

«Спутник V» геннсене ниепле те кӗреймест. Ҫакӑн ҫинчен коронавирусран вакцинаци тӑвассине халалланӑ тӳрӗ эфирта ТР Сывлӑх сыхлав министерствин Медицина генетикипе тӗп специалисчӗ Зульфия Вафина каласа панӑ

"Спутник V» эмеле генпа инженери меслечӗпе туса хатӗрленӗ. Врач ӑнлантарнӑ тӑрӑх, лаборатории Covid-19-ӑн геномӗн пайӗсене илеҫҫӗ те вектор - хӑрушлӑхсӑр вирус - тӑваҫҫӗ, ӑна аденовирус теҫҫӗ. 

Вакцинаци тунӑ хыҫҫӑн вирус этем организмӗнче ӗрчемест.

"Ҫавӑнпа та вӑл этем геномне кӗрсе вырнаҫать тени тӗрӗс мар. Вӑл унта кӗреймест, мӗншӗн тесен унӑн хими структури урӑхла",– тенӗ генетик.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев