Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн Тӗп санитари врачӗ тӳрӗ эфирта тутарстансен ыйтӑвӗсене хуравлӗ

Республикӑри санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ калаҫӑвӑн тӗп теми пулать

Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина республикӑра пурӑнакансен регионри санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ пирки панӑ ыйтӑвӗсене #ТатарстанОнлайн программӑн тӳрӗ эфирӗнче хуравлӗ.

ТР Тӗп санитари врачӗ коронавируспа  ҫыхӑннӑ лару-тӑру мӗнлерех пулнине, Роспотребнадзор управленийӗ инфекцие чарас тесе мӗнлерех мероприятисем ирттернине, пандеми условийӗсенче Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илекен тутарстансен тата мӗнле чарусене кӗтмелли ҫинчен каласа парӗ.
Ҫавӑн пекех Марина Патяшина республикӑра пурӑнакансене Covid-19-тан хӑҫан вакцинаци тума пуҫлассине те пӗлтерӗ.
Унсӑр пуҫне Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫи – республикӑн Тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина куракасенчен онлайн режимра килнӗ ыйтусем ҫине хуравлӗ.
Эфир декабрӗн 9-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре пуҫланать.
#ТатарстанОнлайн программӑна Тутарстан Республикин «ВКонтактери», «Одноклассникири» официаллӑ сообществисенче тата YouTube сайтӗнче курма пулать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев