Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанпа Чăваш Ен журналисчӗсем пӗрле ӗçлӗç

Июлӗн 14-мӗшӗнче «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăна кӗрекен чăваш пичет кăларăмӗсен представителӗсем генеральнăй директорпа Ш.М.Садыковпа, медиа директорпа А.Н.Адиятовăпа пӗрле Шупашкарта пулчӗç.

Унта вӗсем Чăваш Республикин цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрӗпе К.А.Майнинăпа, унта тухса тăракан хыпар хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе тӗл пулчӗç. «ТАТМЕДИА» АОпа ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви малашне пӗрле ӗçлесси пирки меморандума алă пусрӗç.

Енсем пӗр-пӗринпе Чăваш Енпе Тутарстанри информациллӗ материалсемпе ылмашăнма калаçса килӗшрӗç. Меморандумра çавăн пекех пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси пирки те асăннă, редакцисенче ӗçлекенсен квалификацине ӳстерме хире-хирӗçле командировкăсем палăртнă.


Тӗлпулура Чăваш Республикинчи хаçатсен ертӳçисем хăйсен кăларăмӗсен хăтлавӗсене ирттерчӗç. «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина Чăваш Енри наци медиахолдингӗ Тутарстанри массăллă хыпар хатӗрӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленине палăртрӗ, малашне районсенчи хаçатсемпе те çыхăну йӗркелес пӗрлехи проекта хута яма сӗнчӗ. «Советская Чувашия» хаçатăн тӗп редакторӗ Владимир Васильев хăйсем федераллă шайри грантсен конкурсӗсенче еплерех майпа çӗнтерни, пичет продукцине киосксем урлă сутас опыт, хаçатăн видеоблогне еплерех аталантарни пирки каласа пачӗ.
Чăваш Енре тухса тăракан «Вакыт» тутарла хаçатăн тӗп редакторӗ Гелия Гинатуллина «ТАТМЕДИА» АОпа пӗрле пурнăçа кӗртнӗ «Без – берге» проект вулакансен кăмăлне кайни çинчен пӗлтерчӗ. Уйăхра пӗрре тухса тăнă хушма кăларăма тутарла вулакансем кăмăлланă, час-часрах кăларма ыйтнă-мӗн. «Вакыт» ертӳçи çак проекта малашне те пурнăçа кӗртсе пырас шухăш пурри çинчен каларӗ, Тутарстанра чăвашла тухакан «Сувара» правительство тӗрев панă пек, «Вакыта» та Чăваш Енре патшалăх енчен ытларах пулăшу кирли çинчен пӗлтерчӗ.
Канаш районӗн «Канаш» хаçачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова та хăйсен кăларăмӗ пирки каласа пачӗ, соцсетьсенчи аккаунтсене еплерех аталантарни пирки итлеме те интереслӗ пулчӗ.
Пухăннисем пичет кăларăмӗсене халăхра ытларах сарас ыйтусене сӳтсе яврӗç. «Ăслă, шутлама пӗлекен çын вуламасăр тăма пултараймасть. Вулас мода – паян-и, ыран-и – пурпӗр таврăнатех, кун пирки пӗрре те иккӗленместӗп. Çавăнпа пирӗн вулас текенсем валли пӗтӗм условисене туса пама тăрăшмалла», – терӗ «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков.
Тутарстан журналисчӗсен делегацийӗ «Хыпар» Издательство çурчӗпе «Советская Чувашия» редакцийӗсене çитсе вӗсен ӗçӗпе те паллашрӗ.

Ирина Трифонова сăнÿкерчĕкĕсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество