Тутарстанра 1000 ытла площадкăра чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслеме пулать
Ыран, апрелӗн 5-мӗшӗнче тӗнчипех «Тотальный диктант» çӳтӗç акци иртет. Тутарстанра пурăнакансем те хăйӗн чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслеме май пур. Кӑҫал мероприятие ирттерме «Казаньоргсинтез» предприяти пулӑшать.
Акци валли республикипе пӗтӗмпе 1000 ытла площадка хатӗрленӗ, вӗсенчен 200-шӗ Хусанта. Диктант хăнăхнă пекех шкулсенче, вузсенче, музейсемпе библиотекăсенче, концерт залӗсенче иртет, 14 сехетре пуçланать.
Диктанта хутшăнас тесен официаллӑ сайтра регистраци иртсе меллӗ вырӑн суйласа илмелле. Анчах 50 ытла площадкăна çырăнмасăрах кӗртеççӗ.
Диктант тексчӗн авторӗ кăçал паллӑ писатель, сценарист тата журналист Марина Москвина.
Тӗплӗнрех мероприятин официаллă сайтӗнче тата «Вконтактери» ушкăнӗнче кӗрсе пӗлме пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев