Тутарстанра 2021 çулта вӗренӳ сферинчи нацпроект çине 628 млн ытла укçа уйӑрӗҫ.
202 млн ытла Тутарстан бюджетӗнчен уйӑрӗҫ
Тутарстанра 2021 çулта вӗренӳ сферинчи нацпроект çине 628 млн ытла укçа уйӑрӗҫ, вӗсенчен 202 млн ытла Тутарстан бюджетӗнчен пулӗ.
Ку укҫа-тенкӗ "Вӗренӳ" наци проекчӗ енӗпе виҫӗ проекта пурнӑҫлама кайӗ: "Хальхи шкул" (Современная школа), "Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ" ( Цифровая образовательная среда) тата "Кашни ачан ăнӑҫлӑхӗ" (Успех каждого ребенка).
Унсӑр пуҫне «Салават Купере» пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗнче 1224 ача валли шутланă шкул тума пуҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех Тутарстан влаҫӗсем ТР Мӗслӗм тата Саба районӗсен шкулӗсенче спортзалӗсене юсаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне 2021 ҫулта Тутарстанри ял шкулӗсенче 114 "Точка роста" ятлă функциллӗ зона тата Хусанти 98-мӗш шкул базинче "Кванториум" ятлă ача-пӑча технопаркне уҫма палӑртнӑ.
ТР Правительствин планӗсенче çавăн пекех ТР тӗп хулинчи икӗ коррекци шкулӗн пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатма тата 26 вӗренӳ организацийӗсенче (23 шкул тата 3 ятарлă вăтам вӗренӳ паракан шкул) компьютерпа презентаци хатӗрӗсене ҫӗнетме.
Маларах Тутарстанӑн 110 вӗренӳ организацийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫланине пула вӗренӳ валли оборудовани тата компьютер хатӗрӗсем туяннă.
Раҫҫейре РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе наци проекчӗсене 2019 ҫултан пуҫласа пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен валли тӗллевсене патшалӑх пуҫлӑхӗ "Май уйӑхӗнчи" указра йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 мая 2022 - 19:50Тутарстана упăте оспи çитме пултарас теветкеллӗх питӗ пӗчӗк Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина ăнлантарнă тăрăх, çӗнӗ чир пирӗн республикăна кӗрес хăрушлăх çукпа пӗрех8800
-
24 мая 2022 - 19:24ТР Ӗç министерствинче пуласлăхра мӗнле специалистсем питӗ кирлӗ пулни çинчен пӗлтернӗ Çичӗ çултан Тутарстанра пуринчен те ытларах рабочи специальноçӗсен представителӗсем кирлӗ пулаççӗ8200
-
24 мая 2022 - 16:31Кăçал Тутарстанри сывлăх сыхлав системине çӗнетме 2,4 млрд тенкӗ уйăрӗç 2022 çулта Тутарстан Республикинче сывлăх сыхлав системин пӗрремӗшле сыпăкне модернизацилесси малалла тăсăлать. Çак тӗллевсем валли 2,4 миллиард тенкӗ уйăрнă тесе пӗлтерет ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков.9400
-
24 мая 2022 - 16:13Фарид Мухаметшин 45-е çитиччен тутарла калаçманни çинчен пӗлтернӗ Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ тăван чӗлхине парламент ертӳçине ларсан кăна вӗренме тытăннă. Çакăн çинчен вăл «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнекен презентацийӗнче каласа панă.8100
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!19300
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!20700
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!20700
-
23 мая 2022 - 09:50Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗрти "Сáрнайпа" "Палнай" фольклор ушкӑнӗсем Тӑхӑрьяла хӑнана килнӗ Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприяти планра тӑрать40901
-
22 мая 2022 - 10:40КӖНЕКЕ ВУЛАРĂМĂР Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр.31000
-
23 мая 2022 - 07:15Чӗмпӗрте Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫрӗҫ Чӗмпӗр чӑвашӗсем пуринчен те малтан Акатуй ирттерчӗҫ. Сӑлтавӗсем те вӗсен ҫук мар - пӗлтӗртенпех уҫма хатӗрленнӗ Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑк хатӗр. Ҫак икӗ пулӑма пӗрлештерчӗҫ те майӑн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсем.24900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика