Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 2023 çулта хăтлăх кӗртмелли парксемпе картишсемшӗн сасăлав пуçланать

Апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 30-мӗшӗччен Тутарстансем хăтлăха кӗртмелли объектсемшӗн сасăлама пултараҫҫӗ. Кӑҫал 2-мӗш ҫул ӗнтӗ республика çыннисем парксем, скверсем, набережнӑйсемшӗн кăна мар 2023 ҫулта "Наш двор" президент программипе ҫӗнӗлекен картишсемшӗн те сасăлама пултараççӗ.

Хăтлăха кӗртмелли объекта gorodsreda.tatar.ru сайтра суйлама пулать. Кӑҫалтнапа сасӑлава 14 ҫул тултарнӑ подростоксем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене официаллӑ палӑртма пултараҫҫӗ.

Сасӑлава Тутарстанри пӗтӗм 45 район хутшӑнать. Ҫавӑнпа та кашни районта тирпейлемелли обществăллă вырăн суйлама пулать. Порталта хулари е районри 1 территоришӗн çеç сасăлама май пур. Пурӗ 2022 ҫулта сасӑлава 204 объект хутшӑнать: парксем, набережнӑйсем, бульварсем, урамсем, скверсем.

Сасӑлава 3087 обществăллă вырăнсем хутшӑнаҫҫӗ. Картишсене суйланă чухне çумри çуртсенчи пурăнакансен йышӗ çине пăхаççӗ. 200 ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлакансемпе пурӑнакансен процент шайлашӑвӗпе суйлӗҫ. Ҫавӑнпа та нумай ҫын пурӑнакан та сахал ҫын пурӑнакан картишсем те ҫӗнтерӗҫ.

Обществăллă вырăнсем картишсемпе пӗрле йӗркеленеҫҫӗ тата ҫӗнӗлеҫҫӗ. Ҫак подхода пула картишсем парксемпе шанчӑклӑ тата хӑтлӑ ҫулсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ.

Пӗтӗм Раҫҫей сасӑлавӗ ҫӗршыв субъектӗсенче апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 30-мӗшӗччен «Формирование комфортной городской среды» федераллӑ проект шайӗнче иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев