Сувар

Тутарстанра 4-мӗш миллион тонна тырӑ вырса илнӗ

Пӗр гектартан 60-шар центнер тырӑ пухакан хуҫалӑхсем те пур кӑҫал

Паянхи куна Тутарстанри тырӑ хирӗсен 74% вырса пӗтернӗ, ку вӑл 1 миллион гектар ытла. Вӑтам тухӑҫ та савӑнтарать – гектартан 37,4 центнер.
Чи нумай тырӑ вырса илессипе малта ҫаплипех Пӑва, Теччӗ, Заинск, Сарман районӗсем пыраҫҫӗ.
Чылай хуҫалӑхсенче вырмана ӗнтӗ вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫитес ҫулхи тыр-пул тухӑҫне палӑртмалла. Республикӑри мӗн пур район уҫӑм культурисене акма тытӑннӑ. Тукай, Арск, Ҫарӑмсан районӗсенче уҫӑм хирӗсен 70 процентне акса ӗлкӗрнӗ. Пурӗ республикӑра кӑҫал 540 пин гектар уҫӑм культурисене акмалла, тесе пӗлтерет ТР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: