Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 9 класс пӗтернӗ ачасенчен 60 проценчӗ малалла колледжсемпе техникумсем суйласа илет

Ку шухăша журналистсемпе тӗлпулсан ТР Профессионаллă компетенцисене аталантаракан центрăн генеральнăй директорӗ Эмиль Губайдуллин каланă.

«Маларах СПТУ-сене каякансем виççӗллӗх вӗренекенсем тесе шутлатчӗç. Хальхи вăхăтра вăтам професси паракан учрежденисене кӗмелли конкурс – аслă вӗрентӳ заведенийӗсенчи пекех. Хăш-пӗр организацисенче конкурс – пӗр вырăна 4-8 çын. Вӗренес текенсем питӗ нумай», – тенӗ спикер.

Губайдуллин сăмахӗсемпе, ашшӗ-амăшӗсем вӗсен ачи хăш колледжа вӗренме каясси пирки кăсăкланаççӗ.

«Юниор направленийӗсемпе эпир ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗсене ирттеретпӗр. Республикăра вӗренес текенсене мӗн пур майсем туса панă», – тенӗ вăл.

ТР Профессионаллă компетенцисене аталантаракан центрăн генеральнăй директорӗ палăртнă тăрăх, колледжсене вӗренсе пӗтерекенсенчен чылайăшӗ хăйӗн ӗçне уçса ăнăçлă тăрăшать. «Ытти регионсене ӗçлеме каякансем те пур, ют çӗршывсене те», – тесе пӗтӗмлетнӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев