Сувар

Тутарстанра садиксемшӗн унта ача ҫӳренине кура тӳлӗҫ

Ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парас тесе Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ачасем садиксене ҫӳренӗшӗн тӳлес йӗркене пӑхса тухма хушнӑ

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин республикӑри садиксенчи тӳлевсем пирки канашлу ирттернӗ.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, экономика кризисӗ вӑхӑтӗнче ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парас тесе Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ачасем садиксене ҫӳренӗшӗн тӳлес йӗркене пӑхса тухма хушнӑ. Ачасем садика ҫӳремен чухне тӳлевӗн пӗтӗмӗшле пайӗ 3-4 хута чакать, ҫавӑн пекех чылай ушкӑнра ашшӗ-амӑш тӳлевӗ те чакать.
Ҫак социаллӑ тӗрев валли республика бюджетӗнчен ҫулталӑкне 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра садикри мӗн пур ушкӑнсем валли тӳлевсен финанс моделӗсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать.
"Мӗн пур расчётсене кӗске вӑхӑтра туса ирттермелле, тӳлев начисленийӗсем майӑн 12-мӗшӗнчен ҫӗнӗ формата шута илмелле", – тенӗ Алексей Песошин

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: