Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ача ҫуратнӑшӑн парӑнакан укҫана 6,5 пин ялти хӗрарӑм илнӗ

Республикӑра кӑҫал Анне капиталӗн сертификачӗсене пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах панӑ

Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсене ача ҫуратнӑшӑн 2018 ҫултанпа пӗр хутчен укҫа параҫҫӗ. 

ТР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ ТР ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Наталья Бутаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫул тултариччен хӗрарӑм 1-мӗш ачине ҫуратрӗ-тӗк, ӑна 50 пин тенкӗ парӑнать. 29 тултариччен хӗрарӑм 3-мӗш е тепӗр ача ҫуратсан, ӑна 100 пин тенкӗ парӑнать. 

"Ҫак тӗллевсем валли бюджетра ҫулсерен 165 млн тенке яхӑн уйӑрса хурӑнать", – тесе палӑртнӑ министр ҫумӗ. 

Бутаева хушса каланӑ тӑрӑх, кӑҫалтан ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парас тесе республика 500 млн тенкӗ уйӑрать. Ку вӑл 5 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене уйӑхсерен парӑнакан пособи. Бюджет тӑкакӗсем – 223 млн тенкӗ. 

Унсӑр пуҫне, чиновница сӑмахӗсемпе, пурнас минимумран пӗчӗкрех тупӑш илекен нумай ачаллӑ ҫемьесене ача сачӗшӗн хушма компенсаци парӑнать. 

"Октябрь уйӑхӗнче ҫак компенсацине 4,5 ҫын илнӗ. Пурнас минимумран сахалтарах тупӑш илекен нумай ачаллӑ ҫемьесене парӑнакан 50 процентлӑ компенсацине 100 % ҫитернӗ. Тутарстан бюджетӗнчен ҫак тӗллевсене 45 млн тенкӗ уйӑрнӑ, – тесе пӗтӗмлетнӗ министр ҫумӗ. 

Самах май, кӑҫал Тутарстанра Анне капиталӗн сертификачӗсене пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев